12 августа 2009 г.
Пушартан асăрханмалли çинчен аса илтерсех тăраççĕ пулин те «хĕрлĕ автан» хăйĕн усал вăйне час-часах кăтартать. Хамăр районтах, акă, çăва тухнăранпа умлă-хыçлă тĕрлĕ ялсенче çуртсем çунчĕç. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен, анчах чылай тĕслĕхре кил хуçисем хăйсем айăплă: пĕрисен электропроводка юсавсăр е электрооборудование ĕçлеттернĕ чух хăрушсăрлăх йĕркине пăснă, теприсем çулăмпа асăрхануллă пулман.
Иртнĕ эрнере районта каллех пушар тухнă, ку хутĕнче те пурăнмалли çурт çуннă. Пушар хуралне Тимĕрçкассинчи инкек пирки çурçĕр тĕлнелле пĕлтернĕ. Вут-çулăм алхаснин сăлтавĕ хальлĕхе уçăмлăн паллă мар-ха, ăна тĕпчеççĕ. Апла пулин те пушар кил хуçисене ытла та пысăк тăкак кÿнĕ, çуртсăр пуçне хуралтăсем те кĕлленнĕ. Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çулăм пÿртрен тухса сарăлнă.