12 августа 2009 г.
Çĕнĕлĕх технологийĕсен, пысăк хăвăртлăхсен тата автомобильсен ĕмĕрĕнче мĕн пĕчĕкрен асăрхануллă пулма пĕлни питĕ кирлĕ. Çак самантсене тĕпе хурса ĕçлеççĕ те поселокри 6-мĕш «Çеçпĕл» ача садĕнче, «Основы безопасности детей дошкольного возраста» ятарлă программăпа усă кураççĕ.
Воспитательсем тăрăшнипе ачасем тĕрлĕ синкерлĕ самантсенче хăйсене тĕрĕс тыткалама, палламан ют çынсенчен пăрăнма, пушар тухас хăрушлăхран тата çул çинче тимлĕ те тĕрĕс пулма вĕренеççĕ. Асăннă программăпа аслă ушкăнри воспитательсем – Л.А.Трофимова, О.И.Печникова тата Г.И.Паймулкина – хăйсен ĕçĕнче анлă усă кураççĕ. Вĕсем ятарлă проектсем те çырса хатĕрленĕ.
«Çеçпĕл» ача садĕнче çул-йĕр правилисене халалланă ятарлă кĕтес пур. Унта воспитательсене ачасемпе ĕçлемешкĕн тĕрлĕ методика пособийĕсем, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен аталантаракан вăйăсен, калавсен, сăвăсен, юмахсен, тупмалли юмахсен тата юрă-кĕвĕ кĕнекисем вырăн тупнă. Çавăн пекех çулсем пĕрлешекен вырăнăн макетне хатĕрленĕ, тĕрлĕ дидактикăлла вăйăсем, çул паллисен пуххи пур. Электронлă материалсем те паллă вырăн йышăнаççĕ. Методика кабинетне çĕнĕ пособисемпе пуянлатассипе С.В.Алексеева аслă воспитатель тăрăшать. Ытти воспитательсен тÿпи те пĕчĕк мар.
Пĕтĕмлетсе калас-тăк, «Çеçпĕл» ача сачĕн коллективĕ ачасем хăрушсăр пурнăçра çитĕнччĕр тесе тăрăшать.