12 августа 2009 г.
Комбайнсем пĕрремĕш каçалăксем тухнăранпа вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Акă улăм урисем, хура анасем ытларах та ытларах курăнма пуçларĕç. Кĕрхи пÿлмесем кунран-кун тыр-пулпа тулса пыраççĕ. Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсенче тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 6431 гектар çинчен çапса тĕшĕленĕ.
Вырма вăхăтĕнче çĕр ĕçченĕ кану çинчен те манать. Акă Карл Маркс ячĕллĕ кооператив ертÿçине Валерий Филиппович Шумилова правленинче мар, шăпах уй-хирте тĕл пултăмăр. «Уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курнине нимĕн те çитмест. Вăхăтра тăрăшсан кунсерен, уйăхсерен ĕçлени харама каймасть», –терĕ Валерий Филиппович.
Хуçалăхăн урпа пуссинче виçĕ комбайн ĕçлет. Дмитрий Михайлов, аслă шкулта ăс пухаканскер, пушă вăхăта ахаль ирттермест, ашшĕне тырă вырма пулăшать. «Ĕçлĕ ăмăртура аттепе мала тухасшăн», – хăюллăн сăмах хушрĕ яш каччă.
Александр Зайцевпа Петр Никифоров водительсем уй-хир ылтăнне йĕтем хуçалăхне вăхăтра турттараççĕ. Валерий Пронюхин виçевçĕ каланă тăрăх, кунне 180–200 тонна тырă килет. Сарă тинĕсре уй-хир карапĕсен сасси илтĕнме пăрахичченех йĕтем хуçалăхĕнче ĕç вĕçленмест. Тулли урпа тиенĕ машина автотараса çине çĕкленсен Валерий Пронюхин самантлăха калаçма чарăнчĕ. Ара ĕçре тимлĕх кирлĕ-çке. Александр Зайцев малтанхи рейсран тырă нумайрах тиесе килнипе кăмăллă.
Тыр-пул пухса кĕртес тĕлĕшпе хастартарах тăрăшчăр тесе ĕç çыннисене икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. «Хирти апат ытла тутлă тесе калаççĕ комбайнерсем», – пĕлтерчĕ Елена Иванова тĕп повар.
Куç хăрать те, алă тăвать теççĕ. Çавалкассем çак вăхăта 353 гектар тĕш тырă вырнă. Тухăçĕ хуçалăхра вăй хуракансене чун-чĕререн савăнтарать. Уйрăмах кĕр тыррисем ăнса çитĕннĕ – кашни гектартан вăтамран 47 центнер тухнă. Кĕр тыррисем пысăкрах тухăç панине шута илсе Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн ертÿçи кăçал хура çĕре ытларах шуратасшăн. Кĕр акине 300 гектар çинче ирттерме палăртнă. Пĕлтĕрхи лаптăк – 120 гектар.
Вырма ĕçĕсем «Мураты» кооперативра та кал-кал пыраççĕ. Геннадий Спиридонов ертÿçĕ кунне темиçе хутчен уй-хирте, йĕтем хуçалăхĕнче пулать. Ĕç çыннисем те вырма кĕске вăхăтра тата сахал тăкакпа ирттĕр тесе вăй хураççĕ. Акă йĕтем хуçалăхĕнче Геннадий Сергеев «ЗВС – 20А» агрегата тухăçлă ĕçлеттерет. Тырра сортланă çĕрте Алина Рябинская, Ираида Смирнова, Валентина Журавлева сатур тимлеççĕ. Вĕсенчен Виталий Сергеев тата ыттисем те юлмаççĕ. Çăкаллă-явăшсем тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене тепĕр икĕ-виçĕ кунтан вырса пĕтерме пултараççĕ. Çак вăхăт тĕлне кăтарту – 430 гектар.
«Луч» кооперативра та кĕрхи пÿлмесем тулли пулччăр тесе мĕн пур вăйран тимлеççĕ. Çирĕп алăллă хуçа пур-тăк ĕç ÿсĕнет. Вырмалли лаптăк тата 100 гектар юлнă.
Кĕлетсене кĕрекен тырă, сĕтел çинчи çăкăр-тăвар – çăвĕпех пилĕк тÿрлетмесĕр тăрăшнин пархатарлă çимĕçĕ. Çакна хăв куçпа куратăн та пур çынна тăрантараканăн ĕçне пысăк хак памалла тесе пĕтĕмлетÿ тăватăн. Анчах тырă хакĕ хальхи вăхăтра питĕ йÿнĕ-çке (ыраш – 2 тенкĕ те 90 пус, тулă – 3 тенкĕ те 50 пус). Хăçан хресчен ĕçне хаклама тытăнĕç-ши тесе хуçалăхсенче калаçнине тăтăшах илтетĕн. Пăшăрханать хресчен, апла пулин те ал усмасть. Унăн васкасах пулас тухăç никĕсне хывса хăвармалла-çке.
Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕр тыррисене 6 пин гектар ытла акса хăварма палăртнă. Хальлĕхе кĕр аки ирттерме 5155 гектар çĕр хатĕрленĕ. Районта чи малтан хура çĕре шуратма Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче тухрĕç. Пулас тухăç никĕсне пĕрремĕш хываканĕ – Александр Александров тракторист. Вăл пултаруллă специалист. Хăйĕн «хурçă учĕн» рульне çирĕп тытса пырать. Аш-какай комбинатĕнче вăй хуракансем 3–4 кун хушшинче 300 гектар тырă акнă. Калас пулать, предприяти çулленех усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртсе пырать. Кăçал кунта кĕр тыррисене 2 пин ытла гектар акма палăртнă.