12 августа 2009 г.
Елена Ивановна Николаева почта çыхăнăвĕн Калининăри уйрăмĕнче 5 çул кăна тимлет-ха, анчах хăйне пур енчен те лайăхпа кăтартма пултарнă. Вăл Шăхальте тата Калинино салинчи Гагарин урамĕнче пурăнакансене хаçат-журнала киле çитерсе парать, пенси укçипе вăхăтра тивĕçтерет. Хаçат çырăнтарассипе те маттур вăл, унăн сумкинчи тавар та хăвăрт сутăнса пĕтет. Ырă кăмăллă пулнăран тата кашни çынпа килĕшÿллĕ калаçнăран ăна пурте хисеплеççĕ.
Нумаях пулмасть вăл хăй чăнахах чи маттур та пултаруллă почтальонсен йышĕнче тăма тивĕçлине республика шайĕнче çирĕплетнĕ – августăн 6-мĕшĕнче иртнĕ «Çулталăк почтальонĕ» республика конкурсĕнчен сумлă иккĕмĕш вырăн йышăнса таврăннă. Маларах Вăрнарти уйрăмра пысăк конкурс витĕр тухнă хыççăн ăна район чысне хÿтĕлеме шаннă. «Ун пек мероприятисене тухса çÿресе курман та, малтанах хăраса ÿкрĕм, алă-ура çыхланса ларчĕ. Кайран, кăшт лăплансан, тăрăшсах хатĕрленме тытăнтăм. Раиса Ивановна Павлова чăваш чĕлхи учительници (халĕ шкул-интернатра ĕçлет) питĕ пулăшрĕ. Тĕп хуламăрта пысăк вырăн йышăнса таврăнсанах чи пĕрремĕш ăна тав тума чупрăм», – каласа парать Е.Николаева.
Конкурс йĕрки тăрăх почтальонкăсем малтанах жюрие тата куракансене хăйсемпе, тăван тăрăхпа, кунсерен пурнăçлакан юратнă ĕçпе паллаштарнă. Елена Ивановна çакна пĕтĕмпех сăвва хывса чунтан пĕлтернĕрен пурин кăмăлне çавăрма пултарнă. Тем ĕç патне те ал ларнăран тата темпе те интересленнĕрен, унăн пушă вăхăт çук: мăшăрĕпе иккĕшĕ пăхса тăракан сад улма-çырларан татăлмасть, пахчисем, кил-çурчĕ чечек ăшне путнă. Хăйсем çитĕнтернĕ сĕтеклĕ панулмисемпе вăл жюри ушкăнне тата конкурссантсене хăналанă, хаçат-журнал вулама юратаканскер, кунти ĕлкепе пăхса çыхнă салфеткăсем, куршак çине лартнă илемлĕ чечек парнеленĕ, Калининăри почта уйрăмне хăнана килсе курма чĕннĕ. Професси ĕçĕпе çыхăннă ытти уйрăм конкурссенче Калинино почтальонкине пенси укçине йышăнса мĕнле валеçни пирки ыйтусем çине хуравлама, хулари адрессемпе хаçат-журнала сортлама тата пĕр-пĕр çынна хаçат çырăнтарнине спектакль евĕрлех кăтартма лекнĕ. Чылай çул тимлекенсем хушшинче те çухалса кайман вăл. Апла пулин те жюри пĕтĕмлетĕвне итленĕ май çĕнтерÿçĕсен йышĕнче хăйĕн ячĕ тухнинчен тĕлĕннине пытармасть Елена Ивановна. Сăпайлăскер, ытти районти почтальонкăсем те питĕ маттур пулчĕç тет.
Ÿстермесĕр калăпăр, Е.Николаева районти чи хастар почтальонсенчен пĕри. Вăл кĕске вăхăтра ĕçе хăнăхнине, коллективра хисеп çĕнсе илнине пĕлтерчĕ почта çыхăнăвĕн Калининăри уйрăмĕн пуçлăхĕ М.Андреева. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта, сăмахран, шăхальсемпе Калинино салинчи Гагарин урамĕнче пурăнакансем 280 экземпляр хаçат-журнал илсе тăраççĕ. Сăнанă тăрăх, ялта ытларах чăвашла хаçатсене вулама юратаççĕ. Пултаруллă почтальонкăн тивлечĕпе «Çĕнтерÿ çулĕпе» туслашакансен йышĕ те ÿснĕ. Вăл ĕçлеме пуçланă çул район хаçатне кунта 14-ăн илсе тăнă пулсан, халĕ – 38-ăн. Анчах ку хисеп юлашки мар-ха, ăна татах та пысăклатма пулать. Хăй те питĕ вулама кăмăллаканскер, кашни çынна хаçат-журналăн кăсăклă тĕнчипе паллаштарма, тавракурăмне аталантарма май килнĕ таран пулăшма тăрăшать.
«Почтальон сумкине йăтса хăть мĕнле çанталăкра кунсерен ял тăрăх çаврăнма çăмăл теейместĕп. Пирĕн тивĕçсем те анлăлансах пыраççĕ: хаçат-журналпа çырусем салатнисĕр пуçне таварсем те сутатпăр, газшăн е çутăшăн тÿлевсем йышăнатпăр, кĕсье телефонĕ çине укçа хурса паратпăр тата ытти те. Апла пулин те халăхпа ĕçлеме интереслĕ мана. Урамра ача-пăча хам хыççăн чупни те, ватăсем кăшт сăмах ваклама кĕтни те чунтанах савăнтарать. Калининăри почта уйрăмĕн коллективĕ туслă пулни, пĕр-пĕрне хавхалантарни те мана конкурсра палăрма пулăшрĕ», – терĕ çĕнтерÿçĕ-почтальонка.