08 августа 2009 г.
Кĕçĕн Çавал çинче çĕкленекен шыв хранилищин объектĕнче ытларикун пынă çивĕч калаçура çак сăмахсем тĕп вырăна тухрĕç.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ–финанс министрĕ Николай Смирнов строительство ĕçĕсемпе паллашнă май, кунта уçăмлă, ăслă, тĕплĕ шухăшсем кирлине, вĕсенчен пăрăнмалла маррине палăртрĕ. «Паян çĕршывра пĕтĕмĕшле тенĕ пек производство калăпăшĕ, тупăшсем чакни палăрать. Анчах та инфраструктура ыйтăвĕсене, шыв вара вăл – пурнăç, татса памалла, чарăнса лармалла мар»,– терĕ вăл.
Поселокра пурăнакансенчен çурри ытларахăшĕ паян централизациленĕ водопроводри шывпа усă курать, вĕсенчен çуррийĕн хваттер-çуртне шыв артезиан çăлкуçĕсенчен килет, теприсене – хутăш препаратсен завочĕн тасатакан станцийĕ урлă. Анчах та юлашкийĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче тунăскер, шыва кирлĕ пек тасатса çитереймест. Çакă уйрăмах шăрăх, çуркуннехи-кĕркуннехи, вăйлă çумăрсем вăхăтĕнче палăрать. Шыв пахалăхĕ чылай енпе СанПин требованийĕсене тивĕçтермест. Роспотребнадзор управленийĕ ку тĕлĕшпе предписанисем тăратнă кăна мар, станцие чарса лартас хăрушлăх та пур.
Николай Смирнов Вăрнар район пуçлăхĕпе Анатолий Кузьминпа, республикăри çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕпе Евгений Юшинпа, хутăш препаратсен завочĕн директорĕпе Владимир Свешниковпа тата Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Канаш хулинчи управленийĕн тĕп специалист-эксперчĕпе Михаил Отнюковпа пĕрле çак ыйтăва тĕрлĕ енлĕн тишкерчĕç.
Шыв хранилищине 2005 çулта тума тытăннă. Районшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ çак объект поселоксăр пуçне тата вăтăр ытла яла ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтермелле. 2005–2007 çулсенче строительствăна 211 миллион тенкĕ уйăрнă, вăл шутран федераллă бюджетран 171,4 миллион тенкĕ, республика бюджетĕнчен 29 миллион тенкĕ, район бюджетĕнчен 11, 2 миллион тенкĕ. Иртнĕ çултанпа кунта «Спецводстрой» тулли мар яваплă общество ĕçлет. Пĕлтĕр ĕçе пĕтĕмпе 118 миллион тенкĕ хывăннă. Кăçала вара 30 милллион тенкĕ кăна уйăрнă.
Маларах палăртнă тăрăх, 2009 çулта шыв тултаракан станцине тума пуçламалла тата Вăрнара çити шыв магистральне туртмалла пулнă. Çак тĕллевпе 260 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. Анчах тĕнчери экономика кризисне пула çак суммăна бюджета хывма май килмен. Çапах та шыв хранилищинче ĕçсем пуçĕпех чарăнса ларман-ха. Строительсем паян плотина тăвассипе тимлеççĕ. Кĕркунне тата çуркунне ăна тултарма палăртнă. Кĕçĕн Çавал çинче ларакан водозабор тата насус станцийĕ шыв айне пулса юлĕç. Çавăнпа та паянхи пĕрремĕшле ĕçсем шутĕнче – шыв тултаракан çĕнĕ станцие киввипе çыхăнтарасси, поселока çĕнĕ плотинаран шыв парса тăмалла тăвасси.
Хутăш препаратсен завочĕн шыв тасатакан станцийĕ те çивĕч ыйту кăларса тăратать. Йывăр лару-тăруран тухмалли пĕрремĕшле мел – станцие реконструкцилесси. Владимир Свешников модельлĕ формăллă хушма оборудовани туянма 40 миллион тенкĕ кирлине каларĕ. «Вăхăтлăх оборудовани икĕ хут тăккалантармĕ-и; Хăвачĕпе миçе çуллăха чăтĕ;..» – министра проектăн кашни утăмĕ кăсăклантарчĕ. Хуравĕ çийĕнчех тупăнчĕ – урăхла май çук. Унсăрăн поселок шывсăр юлас хăрушлăх пур.
Хыççăн ĕçлĕ ушкăн шыв тасатакан станцинче пулчĕ, ăна реконструкцилессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕ.