Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă çитĕнÿсем куç умĕнче

08 августа 2009 г.

Августăн иккĕмĕш шăматкунĕ – Раççей халăхĕн пысăк пайĕшĕн уяв кунĕ. Çак кун Физкультурник кунне паллă тăваççĕ.

Кашни çын пурнăçĕнчех спорт мĕнле те пулин вырăн йышăнать: кам шкул вăхăтĕнче физкультура урокĕсене кăмăлланă, кам халĕ те ирсерен чупма тухать, кам вара ĕмĕрне пĕтĕмпех профессионаллă спорта халалланă.

Ăçтан пуçланнă-ха çак уяв; Ăна СССР Аслă Совечĕн Президиумĕн 1980 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчи 3018 "-лĕ «Уявсем тата паллă кунсем çинчен» Указне никĕсе хывса 1988 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчи «Уявсем тата паллă кунсем çинчен калакан СССР законодательствине улшăнусем кĕртесси çинчен» калакан Указĕпе паллă тăваççĕ.

Çак уяв совет тапхăрĕнче анлă вăй илнĕ. «Сывă ÿт-пÿре – сывă ăс-тăн» лозунга вăйлă пропагандăланă.

Физкультурник кунне пĕрремĕш хут 1939 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче паллă тунă. Спортсменсем çĕршыври паллă çынсем пулса тăнă. Нимĕнле пысăк уяв та гимнастсем, футболистсем тата ытти спорт тĕсĕн представителĕсем хутшăнмасăр иртмен, вĕрентÿ заведенийĕсем пулас физкультурниксене хатĕрлеме тытăннă.

Спорт уявне хамăр районта çулсеренех чыслăн уявлаççĕ. Спортсменсем те çине-çинех çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ. Кăçал та тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнма тивĕçрĕç, медальсем чылай çĕнсе илчĕç. Вячеслав Ластухин йывăр атлет акă нумаях пулмасть Раççей первенствинче кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ, Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕпе Европа чемпионатне хутшăнма тивĕçрĕ. Ку тĕсре Алексей Кирилловпа Артем Максимов – республика чемпионĕсемпе призерĕсем.

Çăмăл атлетсем те – Таня Макарова, Катя Горбунова – республикăра кăна мар, Раççейре те палăрчĕç. Ку тĕсре шкул ачисем те кăçал япăх мар результатсем çĕнсе илме пултарчĕç. Çамрăк шашка ăстисем Чăваш енре чи маттуррисем пулса Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хутшăнма тивĕçрĕç.

Полиатлонистсем те – ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем Сергей Политов, Мефодий Павлов, Николай Григорьев, Игорь Логачев, Мария Попова, Аня Григорьева, Инга Тимофеева – республикăра малта тухса Чăваш ен чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлеме пултарчĕç. Вĕсен преподавателĕ Галина Александровна Павлова ырă тĕслĕх сахал мар кăтартрĕ. Вăл пĕр сăмахсăрах – тăван республикăри чи вăйлă полиатлонист, хĕллехи полиатлон енĕпе Сургут хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри уçă ăмăртура чи лайăх результатпа пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен те Раççей таран çĕнсе илнĕ медаль-парнисем – вун-вун.

Район администрацийĕн ĕçченĕсем те сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе паха тĕслĕх сарассине сумлă тÿпе хываççĕ, влаç органĕсем хушшинче иртекен турнирсене хастар хутшăнаççĕ. Уйăх каялла кăна-ха вĕсем спартакиадăн çулллахи тĕсĕсенче икĕ кĕмĕл медале тивĕçрĕç.

Мăньял Хапăсри Надеждăпа Юрий Тикиневсем, Вăрнарти Ольгăпа Иван Федоровсем çемье конкурсĕсенче палăрчĕç.

«Химик» спорт клубне çитĕнекен ăрăва массăллă спорта явăçтарассине çÿллĕ шайра, спорт ĕçне кăтартуллă лартнăшăн Кубокпа тата дипломпа чысларĕç. «Химик–Август» футбол команди пилĕк хутчен харăс Чăваш ен Кубокне алăран вĕçертмерĕ.

Физкультурниксем, сывă пурнăç йĕркин çывăх тусĕсем, спорт ветеранĕсем кăçалхипе 70-мĕш хут ирттерекен профессилле уявĕ умĕн çак паллă самантсене те аса илмелле. Яллă районсем хушшинче Вăрнар районĕ çăмăл атлетикăра виççĕмĕш, полиатлонра тата волейболра пĕрремĕш вырăнсенче.

Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ, ăста полиатлонистсем хатĕрлекен Александр Владимирович Созонов «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Галина Павлова спорт мастерĕн, район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Политов, унăн ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекен Сергей ывăлĕ тата Николай Григорьев спорт мастерĕн кандидачĕсен нормативĕсене тултарнă, çак ятсене илме тивĕçлĕ документсене тăратнă ĕнтĕ.

Паян Физкультурник кунне халалласа Вăрнарти «Химик» стадионра спорт мероприятийĕсем анлă иртеççĕ. Шкул ачисен пĕрлештернĕ футбол команди вара Шупашкарта иртекен Пĕтĕм Раççейри «Сарă мечĕк» турнира хутшăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика