08 августа 2009 г.
Грузи президенчĕ Саакашвили хăйĕн США эмиссарĕсем хатĕрленĕ çарĕпе Кăнтăр Осетие фашистла тапăнса кĕнĕренпе çулталăк çитрĕ. Ельцинла августра (1991) хамăр çĕршывра кам камне пĕлтĕмĕр пулсан, пĕлтĕрхи августра пирĕншĕн тĕнчере кам камне куртăмăр. «Кашкăр юлташсем» (В.Путин сăмахĕ), «мишкасикашвилисем» тавраллах шăкăр-шăкăрин-мĕн! Агрессора хăй шăтăкне хÿтерсе кĕртсен, анăçра турух епле шăв-шав çĕклерĕç! «Блицкриг» ăнăçманшăн куляннисем хамăр енче те (!) тупăнчĕç («вахтангсене» ятран асăнас килмест). Хăйсене тĕнче хуçи вырăнне хунисем, пирĕннисене хулпуççирен «партнерла» лăпкаса тăнисем, асав шăлĕсене ай-яй мĕнлерех шаккаса кăтартрĕç! «Мишкăсене» «витькăсем» кăна мар хĕтĕртни тепĕр хут яр-уççăн палăрчĕ.
Раççей ĕмĕртен вăрçă хыççăн тата вăрçă умĕн тенĕ пек пурăннă. Шанчăклă икĕ Партнер кăна пирĕн: пĕтĕм союзниксем – Çар тата Флот. Раççей Çарĕ черетлĕ вăрçăра хăйне епле кăтартрĕ; Августри вăрçă та, Чечня вăрçи пекех, пирĕн ума çĕр тĕрлĕ ыйту кăларать. Разведка çывăрнă, Саакашвили тапăнса кĕрессе кĕтмен, сисмен, тесен, ĕненес килмест. Çухату çав таранах пулмаллаччĕ-и; Олимпиада вăхăтĕнче вăрçă чĕртнĕ агрессора нихăçан та айăпламасăр хăварман. Империализм ваккачĕсем, «тĕнчери сообществăпа» юнаканнисем, Саакашвили йышшисене тĕкĕнесшĕн мар. Ăна хĕçпăшаллантарнă В.Ющенко президент та судсенчен хăраса тăмасть.
Вăрçă умĕн тата Г.Трошев (1995–97 çулсенчи командующи) хыççăн 58-мĕш армие мĕн тесе хавшатнă; 30–35 çул каяллахи техникăпа тăратса хăварнă. Вăрçă пырать, анчах бронетехникăпа талăкран тин пĕр-икĕ батальон калăплама май килет. Авиаци тесен, пилĕк-ултă самолета çапăçăва кĕричченех персе антараççĕ, пĕр-икĕ вертолет ФСБран тархаслама тивет. Подразделенисене çĕрлехи курав приборĕсемпе, çыхăну системипе, навигаци хатĕрĕсемпе тивĕçтермен. Грузинсем туллин спутник системипе усă курнă. Пирĕн командующи çыхăнăва тухма... журналистран кĕсье телефонĕ ыйтса илет, маршра кĕç аманса стройран тухать... Армин РЭБ полкне 2005 çултах батальон таран, радиотехникăн уйрăм батальонне виçĕ хута яхăн чакарнă, инженери чаçĕсене пурĕ те сапер полкĕ чухлĕ (100 çын) хăварнă.
58-мĕш армин вунă пин çынлă корпусĕ Грузин американецсем муштăрлан вăтăр пинлĕ çарне Совет Союзĕ парнелесе хăварнă хĕçпăшалпа çапса аркатрĕ. Пĕрремĕш хут «тĕнчери çĕнĕ йĕркене» хирĕç тăма пултартăмăр. Çапах та, калас килет: агрессора галстукне çисе яричченех, йăви таранах хĕссе лартмаллаччĕ! Атту августăн 1-мĕшĕнчен каллех диверсисем пуçланă, провокацисемсĕр пурăнаймасть. Цхинвалпа çырлахас çук, планĕнче – Раççей территорине шаларах кĕмелле.
Тăшмансем пирĕн çителĕклех, терĕмĕр. У.Черчилль вăрçă хыççăнах Фултонра каланине асилĕр. ЦРУ директорĕ А.Даллес Совет Союзне шалтан, ăшчиккинчен çĕмĕрме вăрçă хыççăнах шакăланă программăсене тепре уçса пăхăр (çав «директивăсене» уйрăмăнах çамрăк ăрупа ĕçлекенсен вирлĕ пĕлес пулать!). Джон Кеннеди хатĕрлеттернĕ пилĕк пунктлă доктринăпа паллаштарам-ха. 1. «СССР юлашки çăткăн импери пулнине кăтартса памалла. Унта халăхсене пурăнма тăвăр». 2. «Çĕнтерÿ архитекторĕ Совет Союзĕ мар – çавна кăтартса памалла». 3.«Совет стройĕн малта тăракан пахалăхĕ – унăн социаллă программисем. Вĕсене пурнăçлама парас мар – васкаса хĕçпăшалланассине вирлĕрех ĕрĕхтерес». 4. «Наципе тĕн конфликчĕсене чĕртсе хĕмлентерес». 5. «Массăллă информаци хатĕрĕсене хамăр алла илмесĕр, КПССа мăшкăл туса аркатмасăр ку тĕллевсене пурнăçлаймастпăр».
Асăннă директивăсене пурнăçлама камсем халтăр хутшăннине пĕлетĕр. Пĕлмех тăрăшăр. 1992 çулта Буш-асли Совет Союзне вăрçăсăр çĕнтернĕшĕн Америкăна каçăхса ÿксе саламларĕ. Б.Клинтон СССРа тĕп тума уйăрнă 70 триллион доллар сая каймарĕ тесе пĕлтерчĕ. Буш-кĕçĕнни «пирĕн унта влияни аппарачĕ хăватлă» текелесе мухтанчĕ.
Директивăсен черетĕнче – Раççей. «Билл-тус» тата «партнер», 1995 çулхи октябрь: «Çывăх çулсенче, Югославири евĕр, регион вăрçисем чĕртсе, Российăна вак-тĕвек патшалăхсене пайламалла. Унти çарпа çар промышленноçĕн комплексне татăклăн аркатмалла. Российăран катăлнă республикăсенче хамăра кирлĕ режим йĕркелемелле». У.Ф.Энгдаль, СШАри хăрушсăрлăх проблемисен тĕпчевçи, 2007 çулхи октябрь: «Пирĕн пĕрремĕш тĕллев Ирак та, Иран та мар – Россия». «США наци хăрушсăрлăхĕн стратегийĕ», 2002 çулхи сентябрь: «Вăрçа пирĕн противник территорине вăл тăна кĕриччен куçарма ĕлкĕрес пулать». Дж. Буш (кăмăллă, хаваслă «партнер»), 2003 çулхи январь: «Противнике, сывлăшран, тинĕсрен, космосран, çĕр çинчи базăсенчен хăватлăн çапса, 4–6 сехет хушшинче чĕркуçлентермелле. Тĕп инструмент – çунатлă ракетăсем, ядерлă, лазерлă хĕçпăшал». «Стратегисен» пĕтĕмĕшле задачи – Раççей ресурсĕсене çавăрса илесси.
«Партнерсен» («кашкăр юлташсен») шучĕпе, ку тĕллевшĕн пурте хатĕр темелле. Анăçран пире НАТО картланă. Пĕлетпĕр: 60 çулĕ тăршшĕнче империализмла операцийĕсене Грецире, Турцире, Испанире, Португалире ирттерчĕ, Югославие вакларĕ, Кипра çурмаран уйăрчĕ, Афганистанри, Иракри вăрçăшăн тăрать, Украинăна, Грузие хăй ретне илесшĕн, çĕнĕ хĕçпăшалпа Польшăна, Чехие сĕкĕнесшĕн... 1992 çулта Римра, 1999 çулта Вашингтонра йышăннă доктринисем тăрăх пĕтĕм тĕнчере хуçаланма ирĕк илтĕм тесе шутлать. Асăрханă пуль: альянс генсекĕ пулни, Хавьер (халер!) Солана, ялан епре кулăпа çÿрекенскер, Югославире ача садне сирпĕтмессерен, шкулсемпе больницăсене ишмессерен шăлне йĕрсе савăнатчĕ. Каланăн: курăр – ав еплерех вăл НАТО сăн-сăпачĕ! Раççейĕн çар, экономика, администраци тĕлĕшĕнчи чи кирлĕрех-паллăрах объекчĕсем пурте НАТО прицелĕ çинче.
Çурçĕр флотне те (эп унта тăватă çул тăнă) НАТО карапĕсемпе тата авиацийĕпе питĕрсе лартрĕç. Шыв айĕн СШАпа Великобританин атомлă киммисем кумаççĕ, Норвегири «Глобус-2» станципе тата Шпицбергенри радиотехникăпа пĕрле разведка тăваççĕ, ученисенче пирĕн ракетăсене йĕртен пăрса путлантараççĕ... «Курска» та çавсемех путарчĕç пуль...
Хĕвелтухăçĕнче пирĕн чикĕсене Америкăн Кăнтăр Корейăра, Японире вырнаçнă çĕр пинлĕ группировки хĕсĕрлет (унта – авианосецсем, «Иджис» ПРО системи, хăватлă радарлă платформăсем...). Пирĕн пĕтĕм çурçĕр-хĕвелтухăç территорийĕпе тинĕссен кунти акваторийĕ – США разведкин куçĕ умĕнче.
Кăнтăрта – НАТОпа Турцин миллионлă çарĕ. Хура тинĕсре вĕсем, Америка хуçаланасшăн. Грузи, Украина НАТОна вирхĕнесшĕн. Америка авиацине хăйĕн аэродромĕсенче йышăнма пĕлтĕрхи ноябрьте Казахстан ирĕк пачĕ. НАТОн Манасри (Кăркăсстан) авиабази Вăтам Азие талккăшпех хуплама пултарать. НАТО самолечĕсем Афганистана Россия урлă вĕçеççĕ. Чикĕллĕ пĕртен-пĕр шанчăклă союзник пирĕн – Белорусси. Ахальтен мар ăна пур енчен те сăхсах тăраççĕ.
Çав вăхăтрах...
Специалистсене сăмах парар. Геополитика проблемисен Академийĕн президенчĕ Л.Г.Ивашов генерал-полковник, Академин пĕрремĕш вице-президенчĕ çар наукисен докторĕ К.В.Сивков çырнă тăрăх, Раççей çарĕн лĕнчĕр бюджечĕ (2009 çулхи – 1,3 триллион тенкĕ. Танлаштарма: Пентагон бюджечĕ тĕнчери ытти мĕнпур çĕршывсен – паллах, кунта НАТО ушкăнĕнчисем пурте кĕреççĕ – çар бюджетĕнчен ирттерет) «Сердюков реформисене» чăтаймасть, çарсăр, флотсăр тăрса юлатпăр. Çитменнине, Генштаб евитленĕ тăрăх, çарти техникăпа хĕçпăшал 80 доллар таран кивелсе çитнĕ. Çартан 200 пин ытла офицера хăвалани хăех 150 миллиард тенке ларать. Полковниксен шутне 5 хут, подполковниксене 4 хут, майорсене 2,5 хут, капитансене 1,8 хут чакарни çар хăватне путлантарать. Тип çĕр чаçĕсемпе соединенийĕсем 1870-тен 170 кăна юлмалла-мĕн. Училищĕсемпе академисене 65-рен вуннă таран «кĕскетни» çара наука центрĕсемсĕр (лабораторисемпе оборудованисĕр, вĕрентÿпе тĕпчев класĕсемсĕр, аслă пĕлÿллĕ специалистсемсĕр, вĕсене хатĕрлекен преподавательсемсĕр) хăварать. 2000–2006 çулсенче Раççей çарне... виçĕ самолетпа (ТУ-160, СУ-34) 60 танк, фрегатпа корвет йышши икĕ карап тăратнă. Эпир оперативлă-тактикăллă СС-23 е çавăн йышши ракетăсене, ракета çарĕсен чукун çулпа çÿрекен стратегилле хăватлă комплексне пĕтерни çине «ответлесе», США тĕлленĕ çĕре тĕп-тĕрĕс вĕçекен çунатлă ракетăсене 100 пин ытла хатĕрлет, химилле лазерпа хĕçпăшалланать (технологине хамăр сутнă), компьютер сетьне катаран путлантаракан кибер-хĕçпăшала алла илнĕ (2007 çултанпа).
Совет Союзĕн агрессора катаран сехĕрлентернĕ флот пулнă. 1990 çулта ВМФ ретĕнче шыв айĕн çÿрекен кимĕсем 500 яхăн тăнă ( атомлисем – 174). Шыв çийĕн 550 çар карапĕ çÿренĕ (125 – океанрисем, çав шутра 5 авианосец, 2 вертолетоносец). Халь: атомлă подлодкăсем 24, дизельлисем 16, шыв çийĕнчисем 37. Танлаштарма: НАТОн Балтикăри флочĕ пирĕннинчен 25 хут хăвăртлăрах.
Б.С.Третьяков, генерал-майор: «Оборонăна ВПК предприятийĕсене пĕтĕмпе национализацилемесĕр шая лартаймастпăр». В.И.Илюхин, Госдумăн патшалăх строительствин комитечĕн председателĕн заместителĕ: «Ку – юлашки «реформа». Ун хыççăн Российăн хĕçпăшăллă вăйсем юлмаççĕ».
Чи тĕрĕс хаклав халăхра çуралать. Ельцинпа пĕрле тата ун хыççăн килнĕ оборона министрĕсен, Родионов хыççăнхисен пиллĕкĕшĕн, интереслĕ хушма ятсем пур (илтнĕ пуль;). Шел, чăнласа министр пулмаллисене пирĕн пĕтерсе пыраççĕ (вăрçă Геройĕсем, боевой генералсем Л.Рохлин, Г.Трошев, ыттисем).
Астума: çарпа флота аркатнăшăн никама та айăпламан-ха. Коррупционерсене Китайра (социализмла право) персе пăрахаççĕ, пирĕн (капитализмла право) орден çакса чыслаççĕ (калăпăр, ядерлă хĕçпăшал тума хÿхĕм пуянлатнă уранăн 400 тоннине, 8 триллион долларпа хакланăскерне, СШАна 12 миллиард долларла «парнеленĕ» В.Черномырдин, Орел облаçĕнче коррупцин çемье корпорацине йĕркеленĕ Е.Строев, ыттисем).
Авторитетлă аналитиксем çырнă тăрăх, 21-мĕш ĕмĕр – вăрçăсен, пысăк вăрçăсен ĕмĕрĕ. Л.Г.Ивашов вăрçă Раççейре мĕнле иртме пултарнин сценарине çырса кăтартнă. Çÿç-пуç вирелле тăрать!
Пĕр-пĕр çĕрме пуян: вăрçă мана хăратмасть, хÿме хулăн, ырлăх-пурлăх мăнуксем валли те тунă, теме хăтланĕ (йăнăшать: оккупант малтан хăйне çара кут хăварĕ!). Космополит пирки каламастăп, шăрша çивĕч туять, ылтăн-кĕмĕлне купалама лăпкăрах çĕрсене чавтарĕ. Компрадор-олигархăн самолечĕ хатĕр ларать. Манашкаллин пурĕ те çĕршывшăн пăшăрханмалли тăрса юлать: «За державу обидно!»
Эп пурĕ те фактсем тăрăх шухăша путрăм. Ман çавсенчен кăнтарса кăшкăракан ыйтусем çине хурав илес килет. Президент (главнокомандующи), премьер, оборона министрĕ, ыттисем августри вăрçăран мĕнле выводсем тунă-ши; Пĕлесчĕ. Итлĕпĕр. Вулăпăр.