08 августа 2009 г.
Тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 4526 гектар çинчен çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç – 31 центнер. «Санары» тата Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхсенче уй-хир ылтăнĕ уйрăмах ăнса çитĕннĕ. Кунта тырă уйрăм лаптăксенче 45–46 центнер та тухать.
Районта çурхи тырăсене «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ, «Луч», «Победа», «Знамя», «Хорнзор», «Броневик» хуçалăхсенче вырма тытăннă.