Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсен ырлăхĕшĕн

08 августа 2009 г.

Кÿстÿмĕрти шкул, Калининăри шкул-интернат, юлашки çулсенче Вăрнарта умлă-хыçлăн çĕкленнĕ нумай хваттерлĕ çуртсем – пурте капăр та пысăк пахалăхлăскерсем, район, поселок сăнне илем кÿреççĕ. Республика комиссийĕсем вĕсене лайăх хакласа йышăннă. Çапах та чи пĕлтерĕшли – вĕсем хута кайнă май çĕршер çемье тинех хăйсен кĕтесĕллĕ пулни, ачасем хăтлă та çутă пÿлĕмсенче пĕлÿ пухни. Ку ырлăхшăн пирĕн çĕр çинчи чи мирлĕ професси çыннисене – строительсене – тав тумалла. Уйрăммăн илсессĕн, районти çÿлерех асăннă çуртсене хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» организаци ĕçченĕсем хăпартнă.

Тĕрĕссипе, ку организаци тахçантанпах хăйне лайăх кăтартнăран, ăна чи анлă строительство объекчĕсенчи ĕçсене шанаççĕ, çав шутра – патшалăхпа республика укçи-тенкипе пурнăçланакан социаллă пĕлтерĕшлисенче те, пурăнмалли çурт-йĕр енĕпе те. Шанăçа яланах тÿрре кăлараççĕ вĕсем: вăхăтра вĕçлемен е пахалăхĕпе тивĕçтермен çуртсем çук.

Строитель кунĕ умĕн кăна, акă, «Вурнарская» организаци çĕкленĕ тепĕр капăр çурт хута кайрĕ. Ăна, Мăшăрлану керменне, поселок администрацине, аш-какай комбиначĕн лавккине пĕрлештерекенскере, уçма августăн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх туса пыраканĕ – финанс министрĕ Николай Смирнов хутшăнчĕ, строительсен ĕçĕпе кăмăллă юлнине пĕлтерчĕ. Çĕнĕ çурт, «Арбатра» вырнаçнăскер, поселокри тепĕр паллă вырăн пулса тăчĕ. Малашне пĕр çемьене тĕвĕленекен çамрăксем хăйсен чи пĕрремĕш документне савăнăçлă лару-тăрура чи илемлĕ керменте алла илĕç.

Кунти строительство ĕçĕсене пĕтĕмпех хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» общество пурнăçланă, шалта хăтлăх кĕртессипе те, тĕпрен илсен, хăйсемех тăрăшнă. Аш-какай комбиначĕ кăна лавккана шалтан илемлетме урăх организацие явăçтарнă.

Коллективăн тепĕр пысăк тĕллевĕ – çак уйăхрах Комсомольски урамĕнче хăпартнă 38 хваттерлĕ пурăнмалли çурта хута ярасси. Ку объектра халĕ строительствăн юлашки тапхăрĕ пырать: шалти ĕçсем те, пÿлĕмсене «кăвак çулăм» çитерессипе çыхăннисем те вăхăтра вĕçленĕç, çутçанталăк газĕпе ăшăтакан кăмакасене паян-ыран вырнаçтараççĕ. «Сантехмонтаж» тулли мар яваплă общество ăшă, шывпа канализаци системисене хывассипе тимленĕ, вĕсем пĕтĕмпех хатĕр ĕнтĕ. Социаллă программăсемпе те, пая кĕнисем те укçана вăхăтра куçарса пынăран объектри ĕçсем тытăнса тăман, çавăнпа ăна планпа пăхнинчен чылай маларах хута яма май пур. Программăсем тенĕрен, 40 хваттертен 13-шĕн уççисем унччен кивĕ çурт-йĕрте пурăннă çемьесене тивĕçĕç.

Строительство организацине чылай ăнăçлă çул ертсе пыракан Иван Александрович Сандомиров пĕлтернĕ тăрăх, тавраллах кризис «çимĕçĕсем» палăраççĕ пулин те, коллективăн умри тĕллевĕсем пысăк, строительсем малашлăха пăхаççĕ. Кăçал вĕсем поселокра нумай хваттерлĕ тепĕр çурт никĕсне хывса хăварасшăн. Пулас çурта валли Вăрнарта вырăн тупасси анчах кăткăс ыйту. Вăл татăлсан, çĕр лаптăкне кура, çурт миçе хутлă тата хваттерлĕ пуласси уçăмлă курăнĕ. Кунсăр пуçне юсав ĕçĕсене пурнăçлама заявкăсем пур, вĕсене те вăхăта тăсмасăр пурнăçламалла.

Тĕнчере пуçтахланакан кризис палăрăмĕсем, паллах, строительствăра та самаях чăрмав кÿреççĕ. Çынсен тупăшĕ чакнăран, банксенче кредит илме кăткăсланнăран тата проценчĕсем ÿснипе ăна татма йывăртан хваттер туянма хал çитерекенсен шучĕ чакни пăшăрхантарнине пĕлтерчĕ Иван Александрович. Апла пулин те шанчăка çухатмасть вăл, çитес çулсенче лару-тăру çăмăлланасси, çĕнĕрен те çĕнĕ объектсем çĕклесси пирки иккĕленмест. Пĕтĕмпех хамăр тăрăшнинчен, тÿрĕ кăмăлпа вăй хунинчен килет, тет.

Пултаруллă ертÿçĕ ĕçри ÿсĕмсем, организацие пĕлтерĕшлĕ объектсене шанни коллективăн тÿпи пулнине палăртать. Ĕçе пĕлсе, пысăк ăсталăхпа вăй хунăшăн кашнинех тав туса мухтать. Акă, Сергей Якушин ертсе пыракан каменщиксен бригади (Владимир Арсентьев, Алексей Сивкин тата ыттисем те) миçе çурт хăпартман пулĕ, çĕршер çемьене хăтлă хваттерсенче пурăнма тата ачи-пăчине ÿстерме май панă.

Объектсенчи шалти ĕçсемшĕн яваплă ушкăн ертÿçи – Лидия Захарова. Стенасене штукатурка туса пĕр кăлтăксăр якатнине вăл çирĕп асăрхаса тăрать. Унпа пĕрле тимлекен Светлана Иванова, Роза Большакова тăрăшулăхпа уйрăмах палăраççĕ.

Платниксен бригади те коллективра лайăх шутра. Виталий Степанов бригадир, Юрий Васильев, Геннадий Фадеев, Сергей Никишов – пурин те аллисем ылтăн, вĕсем ăсталама пĕлмен япала та çук. Владимир Григорьев экскаваторщик, Александр Красновпа Виталий Петров крановщиксем, Виталий Лавровпа Аркадий Фадеев водительсем, Сергей Капралов тракторист, производствăпа экономика пайĕн пуçлăхĕ Елена Игнатьева тата Зоя Петрова тĕп бухгалтер та ырă ята кăна тивĕçлĕ.

Александр Канькинпа Сергей Никифоров мастерсем пирки те лайăххине кăна каларĕ И.Сандомиров. Хăть хăш объектра та ĕçсене тĕрĕс йĕркелеççĕ, строительствăра пĕрремĕш çул мар тимлекенскерсем, пуян опыт пухнă, ăна организаци аталанăвне, ÿсĕмсене хываççĕ, терĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика