Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Форума вăрнарсем те хутшăннă

05 августа 2009 г.

Утă уйăхĕн 27–29-мĕшĕсенче Мускав облаçĕнчи Сергиев-Посад хулинче Пĕтĕм халăхсем хушшинчи «Глинские чтения – 2009. Духовно-нравственное воспитание юношества» темăпа форум иртрĕ.

Кунта тĕрлĕ çĕршыв представителĕсене курма тÿр килчĕ. Швецирен те, Японирен те, Африкăри çĕршывсенчен тата ытти республикăсемпе облаçсенчен те текилсе çитнĕ. Форума Чăваш Республикин делегацийĕ те хутшăнчĕ. Делегаци йышĕнче Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсемпе доценчĕсем, Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн преподавателĕсемпе сотрудникĕсем, районсенчи шкулсен учителĕсем, священниксемпе врачсем, тĕрлĕ çулсенчи шкул ачисем пулчĕç. Вăл шутра – Вăрнар районĕнчи ушкăн та.

Форума Мускаври педагогика академийĕн профессорĕ, Александр Невский ячĕпе хисепленекен фонд директорĕ Н.Маслов ертсе пычĕ. Унта ку вăхăтра çамрăксене кăмăл-сипет тата тĕн енчен воспитани парас ыйту çинче çирĕппĕн чарăнса тăчĕç. Çавăн пекех Мускаври педагогика академийĕн ректорĕ, экономикăпа финанс докторĕ Е.Крылова «Духовно-нравственное воспитание личности на уроках литературы» темăпа питĕ интереслĕ доклад турĕ. Ю.Нефедова методист «Изучение святоотеческого наследия в школе» темăпа тунă доклада та форума пухăннисем пысăк тимлĕхпе итлерĕç.

Чăваш Республикин делегацине (вăл 103 çынран тăрать) Чăваш Республикин Вĕрентÿ институчĕн методисчĕ Зоя Александровна Пайзерова ертсе пычĕ. Делегаци форум ĕçне активлă хутшăнчĕ, Сергиев-Посад лавринче иртекен службăсенче пулчĕ. Свято-Троицк Сергиев лаврăри Гефсиманский Черниговский скитра, Сергиев-Посадри Иоанн Маслов монахăн вилтăприйĕ çинче пулчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика