Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш редактор

05 августа 2009 г.

Район хаçачĕ (ун чухне вăл «Социализм çулĕпе» ятлă пулнă) тухма тытăннăранпа 2010 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче 80 çул çитет.

Унăн пĕрремĕш редакторĕ – Иван Тимофеевич Комаров. Кам-ха вăл Иван Комаров, хамăр енчи çынах-ши; Вăл 1908 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Çĕрпÿ уесĕнчи Шăхасан вулăсне кĕрекен Анат Сурăм ялĕнче батрак çемйинче çуралнă. Нумаях вĕренеймен, ялти тăватă класлă шкул хыççăн унăн пĕлĕвне хăй тĕллĕн тарăнлатма тивнĕ. Вун икĕ çула çитсен вĕсен çемйине пысăк хуйхă çитсе çапнă, амăшĕ вилнĕ. Çитмен пурнăçа пула Иванăн ĕçе кÿлĕнме тивет, Çемен пиччĕшĕпе вăл ĕç шыраса Çĕпĕре тухса каять. Малтанлăха Новониколаевск уесĕнчи (халĕ Новосибирск облаçĕ) Аптал ялĕнчи Иван Кожевенников патне батрака вырнаçать. Хуçа ăна çăкăр-тăваршăн кăна ĕçлеттернине шута илсе вăл кунта çулталăка яхăн кăна тимлет, 1922 çулхи çĕртме уйăхĕнче тепĕр хуçа патне куçать. Кунта ăна уйăхсерен апат-çимĕçсĕр пуçне виçĕ тенкĕ тÿлеççĕ.

Совет влаçĕ пур çĕрте те тĕрекленсе вăй илсе пырать, Иван Тимофеевич ĕçлекен ялта та комсомол организацийĕ йĕркелеççĕ. Иван пĕр тăхтамасăр комсомола çырăнать. Çакă хуçана килĕшмест, вăл кирек мĕнле ĕçре те чăркăшмалли тупать. 1923 çулхи авăн уйăхĕнче вăл çак уесри Чикмен салинчи Егор Александров хуçан тир-сăран тăвакан заводĕнче тĕрлĕ хура ĕçе пурнăçлама тытăнать. Икĕ çултан тăван ялне таврăнать, анчах ашшĕ çулталăк каяллах вилнĕрен тата Çемен пиччĕшĕ Барнаулта пулнă пирки килĕ вырăнĕнче чикмек те юлман. Вăл Етĕрне уесĕнчи Засурский совхоза выльăхсем пăхма вырнаçать. Çула çитсенех Шупашкарти спирт заводĕнче ĕçлеме тытăнать. Икĕ çул хушшинче вăл хăйĕн пĕлĕвĕпе тавракурăмне чылай анлăлатать, заводри чи хастар комсомолец тата тĕрлĕ обществăлла ĕçсен активисчĕ пулса тăрать. Ăна çÿлти пуçлăхсем те асăрхаççĕ, ВЛКСМ Шупашкар хула райкомĕн членне суйлаççĕ, ĕçпе çамрăксене вĕрентес пай пуçлăхĕ пулма çирĕплетеççĕ. Иван Тимофеевича Тутаркасси ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарьне, унтан Чăваш комсомол обкомĕн пĕрремĕш секретарьне лартаççĕ, çулталăкран Вăрнар ВКП(б) райкомĕн пĕрремĕш секретарĕн çумĕ пулма çирĕплетеççĕ. Хăш-пĕр документсем тăрăх, «Социализм çулĕпе» хаçатăн пĕрремĕш номерне ал пусса кăларнă вăхăтра И.Т.Комаров парти райкомĕн культура пайĕн пуçлăхĕнче тимленĕ. Хаçат малтанах 10 кунта пĕрре 700 экземплярпа тухнă пулсан, 1931 çулхи авăнран 5 кунра пĕрре 3 пин тиражпа тухма пуçлать.

1931 çулхи çурла уйăхĕнче И.Т.Комарова Вăрнар парти райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйлаççĕ, 1932 çулхи авăн уйăхĕнче ăна хăй темиçе çул каялла Шупашкарти спирт заводĕнче рабочире ĕçленине шута илсе, Етĕрнери спирт заводне ертсе пыма шанаççĕ. Ултă çул ăнăçлă ертсе пырать вăл завод коллективне, анчах та культ самани пуçлансан ăна, 1938 çулхи пуш уйăхĕнче, КПСС Чăваш обкомĕн секретарĕсемпе С.П.Петровпа тата Г.И.Ивановпа «йăпăлтатса пурăннă», вăхăтра «тăрă шыв çине кăларман» тесе айăпласа завод директорĕнчен хăтарса Халăх комиссариачĕн хатĕрлев тресчĕн управляющине куçараççĕ, парти енчен выговор параççĕ.

Хаяр репресси пĕр айăпсăр ăста кадрсене тĕрмесене ăсатать. Çак сăлтава пулах И.Т.Комарова урăх тĕкĕнмеççĕ, 1939 çулта каллех Етĕрнери спиртзавод директорне лартаççĕ.

Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине тапăннă кун спиртзавод коллективĕ митинг ирттерет. Ĕç çыннисем умĕнче Иван Тимофеевич та тухса калаçать. Вăл митинга пухăннисене çĕршыв умне мĕнле хăрушлăх тухса тăнине ăнлантарать, малашне вăрçă вăхăтĕнчи хастарлăхпа ĕçлеме чĕнет, вăйпитти çынсене фронта кайма чĕнсе калать, тепĕр эрнерен хăй те Хĕрлĕ Çара тухса каять.

Иван Тимофеевич 842-мĕш артиллери полкĕнче аслă политрук-инструктор пулса Хĕвел анăç фронтĕнче çапăçнă, анчах та пĕр çапăçура хыпарсăр çухалнă. Вăл вилмен, тăшман тылне лекнĕ пулсан та аллине çĕклесе парăнман, партизансен отрядне йĕркелесе хаяр çапăçусене кĕнĕ. КПСС Смоленск обкомĕнчен Шупашкара ярса панă документра И.Т.Комаров çинчен çапла калани пур: «Партизансен «Дедушка» дивизийĕн командирĕ пулнă Василий Исаевич Воронченко çирĕплетнĕ тăрăх, Иван Тимофеевич Комаров 1941 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи утă уйăхĕччен «Дедушка» партизансен дивизине йĕркелекенсенчен пĕри тата çак дивизин 2-мĕш полкĕн комиссарĕ пулнă. 1942 çулхи утă уйăхĕнче вăл Дорогобуж хули патĕнче пуçне хунă. И.Т.Комарова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

1983 çулта «Московкий рабочий» издательствăра «Дедушка» партизансен дивизине мĕнле йĕркеленине тата унăн паттăрла ĕçĕсене çутатса паракан «Первая партизанская» ятлă кĕнеке тухрĕ. Кĕнекере И.Т.Комаров çинчен калани те пур...»

Вăрнар райхаçачĕн пĕрремĕш редакторĕ Иван Тимофеевич Комаров 1942 çулхи утă уйăхĕнче Смоленск облаçĕнчи Кучеровск вăрманĕсенчен хамăр çарсемпе пĕрлешме тухнă чухне пĕр хаяр çапăçура паттăррăн пуçне хунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика