Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркене пăсакансене явап тыттарнă

05 августа 2009 г.

Çул çине тухакансен дисциплини – кăткăс ыйту. Водительсен те, çуран çÿрекенсен те çул çинчи культура шайĕ пысăк тесе калаймăн. Нумайăшĕ правилăсене пăхăнмаççĕ кăна мар, вĕсене пĕлмеççĕ, вĕренме те шутламаççĕ. Йĕркене уяса çÿренĕ пулсан вуншар-çĕршер инкеке асăрхаттарма пулатчĕ те...

Çавăнпа та ун пеккисемпе кĕрешмелли тĕп мел – явап тыттарасси. Штраф тÿлеттерсен е автомашинăпа çÿреме чарсан, тен, хăйсем мĕн хăтланни çинчен шутласа илĕç. Шÿт-и, йĕркене пăхăнман водительсене пула ним айăпсăр пиншер çын шар курать, çуран çÿрекенсен айăпĕпе пулнă инкексен те шучĕ çук.

Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн ГИБДД уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çур çулта кăна çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсемпе 1943 административлă протокол çырнă, çав шутра руль умне ÿсĕрле ларса тухнăшăн тата медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма хирĕçленĕшĕн – пĕтĕмпе 89. Хăвăртлăха палăртнинчен самай ытларах ÿстерсе çÿрекенсем те пĕрре-иккĕ мар, çакăншăн 226 водителе явап тыттарнă. Юсавсăр автомашина та нумай чухне – инкексен сăлтавĕ. Çавна май юсавсăр пирки хăрушлăх кăларма пултаракан транспорт хатĕрĕсемпе çул çине тухакансене ГИБДД сотрудникĕсем çирĕп асăрхаса тăраççĕ. Кăçалхи çур çулта çакнашкал 243 тĕслĕхе тупса палăртнă. Кунсăр пуçне йĕркене пăснă 10 çуран çÿрекен те явапран хăтăлайман.

Чăнах та, шухăша яракан цифрăсем. Çакна ниепле те çул çинче çирĕп йĕрке хуçаланать тесе калама çук.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика