05 августа 2009 г.
Вăрнар район прокуратурине «Монтажник» тулли мар яваплă обществăра тимлекенсем хăйсен ĕç прависене пăсни çинчен пĕлтернĕ. Çавна май ку организацире ĕç тÿлевĕ тĕлĕшпе саккунсене епле пăхăннине тĕрĕсленĕ.
Чăнахах та кунта общество ертÿçи саккун ыйтнине пăснине тупса палăртнă. Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 37-мĕш стайин 3-мĕш пайĕнче, Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 136-мĕш статйин 6-мĕш пайĕнче çырнине уямасăр, кăçалхи май-июнь уйăхĕсемшĕн 11 ĕçлекене укçана вăхăтра тÿлемен. Тĕрĕслев вăхăтĕнче парăм 175000 тенкĕ ытларах пулнă. Çавăн пекех ĕçрен хăтарнă виçĕ çын та хăйсене тивĕçекен укçана – пĕтĕмĕшле 73000 пин тенкĕрен те ытларах – илсе пĕтереймен(Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 140-мĕш статйин 1-мĕш пайĕнче ыйтнине пăхăнман).
Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх «Монтажник» тулли мар яваплă общество директорĕ Геннадий Павлович Евсеев тĕлĕшпе, ĕçлекенсен прависене пăснăран, район прокуратури кăçалхи июлĕн 17-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 5.27-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе административлă ĕç пуçарнă, ку çитменлĕ хсене пĕтерме хушса представлени тăратнă.
Асăннă организацирен ĕçрен хăтарнă, район прокуратуринчен пулăшу ыйтнă икĕ çын интересĕсене хÿтĕлесе ĕç тÿлевĕ тĕлĕшпе 74 пин тенкĕрен ытларах парăма шыраса илме ыйтса икĕ заявлени суда янă.