Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйту хускатрĕç

01 августа 2009 г.

Хурт-хăмăр ăстисемшĕн тепĕр хĕрÿ тапхăр пуçланать: пыл илнĕ хыççăн хĕллене кĕме хатĕрленмелле. Каллех тĕрлĕ ыйтусем, кăткăс самантсем сиксе тухаççĕ: пыл хурчĕсене тĕрĕс апатлантарассипе сиплесси, йăвасене йĕркелесси, сиплевпе профилактика препарачĕсене ăçта тупса илесси тата ытти те. Пурне те халех татса памалла – ку ĕçре кая юлни хакла ларать, кĕркунне тунă йăнăшсене пула çуркунне çухатусем пысăк пулĕç. Çавăнпах çулсерен июль вĕçĕнче – август пуçламăшĕнче пухăнса утарçăсем канашласси йăлана кĕнĕ. Хĕле хатĕрленессипе çыхăннă мĕнпур ыйту çине хурав тупма пулать çак кун. Кашниех хăйĕн опычĕ пирки каласа пама пултарать, специалистсен канашĕсемпе паллашать, çĕннине нумай пĕлет – урăхла каласан теори пĕлĕвĕпе туллин «хĕç-пăшалланать». Чăваш енри хурт-хăмăр ĕçĕпе тимлекен агентствăн ертÿçи Г.Максимов та кашни тĕлпулурах – кĕтнĕ хăна.

Кăçал хĕллехи тапхăра хатĕрленмелли канашлу, акă, июлĕн 28-мĕшĕнче, район администрацийĕн актовăй залĕнче иртрĕ, унта районти утар тытакансенчен чылайăшĕ пухăнчĕ. Канашлăва район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ А.Борисов йĕркелесе ертсе пычĕ. Районта хурт-хăмăр ĕçĕ мĕнле аталанса пынипе тата паянхи лару-тăрупа, пыл хурчĕсем пĕлтĕр мĕнле хĕл каçнипе Вăрнар районĕн тĕп зоотехникĕ-утарçи И.Федоров паллаштарчĕ, унчченхи çулсенчи йăнăшсене тĕплĕн тишкерсе кăçал вĕсем пулмалла марри çинчен каларĕ, кĕркунне пурнăçламалли задачăсене палăртрĕ. Вĕсен шутне пыл илнĕ хыççăнах çемьесен йăвисене йĕркелемеллине, 2 çултан аслă тата вăйсăр амасене улăштармаллине, варроатозпа незематоза хирĕçле препаратсемпе усă курмаллине, апат саппасĕсене хушмаллине тата ыттине кĕртрĕ. Пĕтĕм ĕçе хăй вăхăтĕнче туни кăна усă панине ăнлантарчĕ.

Чир-чĕрсем те пыл хурчĕсене йĕркеллĕ ĕçлеме, аталанма памаççĕ, вăйсăрлатаççĕ кăна мар, пĕтĕм çемьене тĕп тăваççĕ. Вĕсене палăртассипе районти ветлабораторире тĕпчевсем ирттереççĕ. Ку ыйтăва канашлура лаборатори директорĕ Е.Анисимова хускатрĕ, районти утарсенче ытларах тĕл пулакан чирсем çинче чарăнса тăчĕ, сиплев мелĕсемпе паллаштарчĕ.

Хурт-хăмăр ĕçне те вĕçĕмех çĕнĕлĕхсем кĕрсе пыраççĕ, çакă ăслăлăх тĕпчевĕсем урлă пурнăçланать. Çĕнĕ технологисем, препаратсем, ĕç йĕрки... – Раççей ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕн Г.Максимовăн доклачĕ вĕрентÿллĕ пулчĕ. Чăваш енри хурт-хăмăр ĕçĕпе тимлекен агентствăн пуçлăхĕ республикăра хăйĕн «ĕçтешĕсен» йышĕ ÿссе пыни, унта çамрăксем те ытларах явăçни савăнтарнине пытармарĕ. Апла пулсан, пирĕн ĕç малаллах аталанса сарăлать, терĕ. Вăрнар утарçисен ыйтăвĕсене те чылайччен хуравларĕ вăл, пĕрне те тимлĕхсĕр хăвармарĕ.

Яланхиллех пыл куравĕ те тĕрлĕ продукципе пуян пулчĕ, техĕмлĕ пылак çимĕçе тутанса пăхма илĕртрĕ. Г.Максимов ертсе пыракан жюри вĕсен хушшинче чи паха пыла уйăрса илчĕ. Çапла майпа куравра В.Николаев (Вăрнар) çĕнтерчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – И.Федоровпа (Вăрнар) Л.Дормидонтов (Отиккăвă). Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика