01 августа 2009 г.
Нумаях пулмасть хаçат редакцине Калинино салинчи пĕр ватă çын шăнкăравларĕ. «Анатолий Емельянов – ман юратнă çыравçă. Унăн тăван ялĕ мĕнле аталанса пыни, унти çынсем çинчен питĕ пĕлес килет. Шел, вăй-халăм çук пирки çула тухаймастăп», – терĕ вăл. Хаçат редакцийĕнче тимлекенсем вулакансене яланах пулăшма хатĕр. Курнинчен курманни нумай теççĕ те, Мăньял Хапăс хам çуралнă ялăм пулсан та çул çÿреве тухрăм.
Ял хапхинчен кĕрсенех çул Анатолий Емельянов урамне илсе çитерет. Кунти капăр çуртсене тÿрех асăрхатăн. Çамрăксем ялта тĕпленсе юлма тăрăшни кăмăла çĕклет. Акă Ольгăпа Виктор Скворцовсем икĕ хутлă кирпĕч çурта пĕр çулта хăпартса лартма вăй çитернĕ. Халĕ шал енчен илем кÿрессипе ĕçлемелле. «Пĕчĕк ывăлăмăр та çĕнĕ пÿрте кĕме ăнтăлать. Çутă ĕмĕт çывăх вăхăтра пурнăçланасса шанатпăр», – терĕç Ольăпа Виктор ăшшăн кулса. Мăшăрсем пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса пурăннине кирек кам та асăрхĕ. Ахальтен мар вĕсен ĕçĕ те кал-кал пырать. Паллах, ялăн ытти урамĕнче те çурт-йĕр çавăракансем çук мар. Çÿçелĕхре пурăнакан Николай Николаев тепĕр эрнере çурт хăпартассипе малалла ĕçлемеллине çирĕплетрĕ. «Хытă тăрăшсан керменре кĕç-вĕç хăна-вĕрле пуçтарăпăр»,– шÿтлет икĕ ача ашшĕ. Кил картинче мăшăрĕ хыпаланса ĕçлет. Çамрăксене эпĕ тулли телей, ăнăçу сунса хамăн çулпа малалла утрăм.
Фельдшерпа акушер пункчĕ патĕнчен иртсен ĕлккенленсе ларнă лавккана курах кайрăм. Ăна Калинино райповĕ тăрăшнипе анчахрах çĕнетсе улăштарнă иккен. Тулаш енчен те, шалтан та капăр. Сарлака сентресем таварпа пуян. Светлана Петрова сутуçă вăр-вар ĕçлет.
Этемĕн чи хаклă енĕ – ĕçченлĕх. Сатур тимлекенсем хăйсен çулĕсенчен чылай çамрăк курăнаççĕ. Геннадий Никандрович Баранова никам та çитмĕле çывхарать тесе калаймĕ. Ывăлĕпе пĕрле тĕрлĕ техникăна юсавлă тытаççĕ, çынсене курăк çулса типĕтме, çĕр хатĕрлеме, вутă турттарма тата ытти ĕçе пурнăçлама пулăшаççĕ. «Ял-йышран тав сăмахĕ тăтăшах илтетĕп, – терĕ Геннадий Никандрович. – Халĕ ак хурçă утăмпа утă тавăртăм».
Калас-тăк, ялти предприниматель Владимир Тикинев та килти хушма хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама пулăшать, стройматериалсемпе тивĕçтерет. Пуçаруллисем тата мотоблок туянчĕç. Тракторпа танлаштараймăн та – ĕç тума çавах пулать.
Тулăх пурăнас тесен ал-ура питĕ çивĕч кирлĕ. Антонина Анатольевнапа Петр Александрович Беляевсем Вăрнарти вăрман хуçалăхĕнче ĕçлесен те килте йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Çав шутра – икĕ ĕне. Петр Александрович тăрăшаканăн кĕреки пушă пулмасть тет. Вăхăт кăнтăрлана çитнĕ май Петр Беляев тулли витре йăтса пăру шăварма утрĕ. Уя тухсан чарăнчĕ.
– Эй, мĕнле ырă кунта! Тыр-пул шăрши сăмсана кÿ! пырса кĕрет. Юрать, аш-какай комбиначĕ çĕрсене ахаль вырттармасть, тыр-пул акса çитĕнтерет. Выльăх-чĕрлĕх валли ав улăм та пулчĕ, – терĕ вăл комбайнсем тĕш тырă вырнине пăхса.
Мăньял-хапăссем ĕçлеме ÿркенмеççĕ. Сĕт, тăпăрчă сутса çемье бюджетне пуянлатма тăрăшаççĕ. Паллах, хакĕсем вĕсен кăмăлне каймаççĕ. Ара сĕтне – 5,50, тăпăрчне 25 тенкĕпе туянаççĕ-çке. Мĕн тăвăн – ытлашши продукцие çав-çавах сутма тивет. Ольга Султанова сĕт рынокĕнчи лару-тăру улшăнасса шанать. Çавăнпа та мăшăрĕпе çывăх вăхăтра выльăх-чĕрлĕх усрама тепĕр вите çĕклесшĕн.
Çулла ял çыннисене урамра утнине сахалрах куратăн. Пахчара, анкартинче, кил картинче пилĕк тÿрлетмесĕр вăй хураççĕ вĕсем. Александр Баранов кил-çурчĕ çывăхĕнче ĕç шавĕ илтĕннĕрен унта пытăм. Ывăлĕ Олег – ашшĕ-амăшĕн тĕрекĕ. Маттурскер нÿхрепе епле ăста купалать.
Яка çулсем – ял аталанăвĕн палли. Тукас урамĕнче пурăнакансем пĕлтĕртенпе хăйсене ырлăхра пурăннăн туяççĕ: ара тинех асфальт çул хывăнчĕ-çке. Халĕ йĕпе-сапаллă çанталăк та транспортшăн чăрмав мар. Яка çул пур урамра пулсан епле аван пулмалла.
Ял тăрăх çÿресе ун илемĕпе килентĕм, çынсен ĕçченлĕхне куртăм. Анчах хăш-пĕр çĕрте пĕвесем типсе ларни шухăша путарчĕ: тен, пулăшу кĕтсе лариччен ниме ирттермелле мар-ши; Асатте юрланă юрăри çак йĕркесем аса килчĕç. «...Пур çĕрте те пултаруллă, пуçаруллă пулмалла». Акă çу уйăхĕнче Çÿçелĕх урамĕнче пурăнакансем культура çурчĕ çывăхĕнчи пĕвене çăварлăхлама пултарчĕç. Кашнийĕ тенĕ пек тирпей-илем кĕртессипе тăрăшсан чăваш халăх çыравçин Анатолий Емельяновăн тăван ялĕ, унăн çыннисем пирки иртен-çÿрен ырă сăмахсем анчах калĕ.