22 июля 2009 г.
Пĕр хушă çанталăк сивĕ тăнă хыççăн тăрук шăрăх килсе çитрĕ те, пурте шыв-шур еннелле талпăнчĕç. Инкексем те кĕттермерĕ. Шывĕ тарăнрах çĕрте пурпĕрех ăшă мар, тата çынсем те хăйсен вăйне ытлашши шанаççĕ, капла кĕтмен çĕртен шăнăр туртса лартма та пултарать-çке.
Акă Вăрнарта пурăнакан хĕрĕх тăххăрти хĕрарăм иртнĕ эрнере юлташĕсемпе пĕрле Вурнарка пĕви хĕрринче каннă, шыва кĕнĕ. Анчах кăшт вăхăт иртсен вăл çуккине, çыран хĕрринче унăн япалисем кăна выртнине асăрханă. Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хĕрарăм аяккалла ишсе кайнă пулнă, анчах каялла таврăнайман. Шыва кĕме пынисем шыранă пулин те, ăна тупма май килмен. Каярахпа кăна унăн виллине туртса кăларнă.