Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕрсене хăйсем тĕллĕн йышăннă

18 июля 2009 г.

Çĕрпе çыхăннă саккунсене те ахаль шутласа кăларман. Никамăн та ăçта килнĕ унта кил-çурт, хуралтăсем лартма, е хăйĕн мар çĕрпе ытти тĕллевсемпе усă курма ирĕк çук. Çĕр çинчен калакан саккунсенче ыйтни мĕнле пурнăçланнине те район прокуратури асăрхаса тăрать.

Кăçалхи июнĕн 24-мĕшĕнче, акă, Вăрнар район прокуратури Мăн Турхан, Кивьял Хапăс, Çĕньял Хапăс ялĕсенче тĕрĕслевсем ирттернĕ. Ку ялсенче пурăнакансем çĕрпе çыхăннă саккунсене уяманни курăннă. Хăшĕ-пĕрисем, палăртнă йĕркепе çĕр правине çирĕплетни çинчен калакан документсем алăра çук пулин те, пурин те усă курмалли çĕрсем çинче гаражсемпе сарайсем лартнă, нÿхрепсем чавнă, çапла майпа тĕрлĕ лаптăксем йышăннă.

Çакăнпа граждансем 1997 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнче йышăннă «Куçман пурлăхпа усă курма илнĕ правăна патшалăх регистрацийĕ тăвасси çинчен» федераллă саккунăн 4-мĕш статйине пăсаççĕ. Унпа килĕшÿллĕн харпăрлăх прависене тата куçман пурлăхпа çыхăннă япала тĕлĕшĕнчи ытти правасене патшалăх регистрацийĕ тумалла. Правăна çирĕплетекен документ пулмасан çĕр пайĕсемпе усă курма юрамасть.

Хăйсем çине регистрацилемен çĕр çинче саккунсăр майпа хуралтă-гаражсем лартнă тăватă çын тĕлĕшпе Вăрнар район прокуратури Раççей Федерацийĕн административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 7.1-мĕш статйипе административлă ĕçсем пуçарнă. Вĕсем тăрăх 500–1000 тенкĕ штраф тÿлеттерме пултараççĕ.

Тĕрĕслевсене Вăрнар район прокуратури вырăнти ял поселенийĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсемпе, Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн районсем хушшинчи 9-мĕш уйрăмĕн специалист-эксперчĕпе пĕрле малашне те тăтăшах ирттерме палăртать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика