Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуртсăр юлнă

11 июля 2009 г.

Юнкун кăнтăрла 12 сехет иртсен пушар сÿнтерекенсен службине Кульцавран хăрушă хыпар çитнĕ, шăнкăравлакансем кунта пĕр хуçалăхра пурăнмалли çурт çунма тытăнни çинчен пĕлтерсе пулăшу ыйтнă. Йывăç çурта нумай кирлĕ-и – çулăм çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлнă, пысăк лаптăка çулса илнĕскер, хăвăртах кÿршĕри хуçалăха куçнă. Çапла майпа кил хуçисен, ял çыннисен куçĕ умĕнчех икĕ çурт çуннă, икĕ çемье килсĕр тăрса юлнă. Çавăн пекех пушар пĕр хуçалăхри гаража та тĕп тунă. Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, инкекĕн сăлтавĕ паллă. Çулăм малтан тухнă çуртăн хуçи асăрхануллă пулманран, çăмăлттайла хăтланнăран хăй кăна мар кÿршисем те хытах шар курнă. Пĕтĕмĕшле тăкакĕ – 100 пин тенкĕ енне.

Кĕçнерникун ирхине 2 сехет те 21 минутра пушар сÿнтерекенсем Çĕрпеле инкек вырăнне васкавлăн тухса кайнă. Хальхинче те унчченхи кунри пек сăлтавпах – кил хуçи хăйĕн çуртĕнче пушар кăларнă. Тискер алхасма тытăннă çулăм нимĕн те шеллемен: кирпĕч çуртăн шал енне, пурлăха çунтарса янă. Шел те, кил хуçине те хăйĕн çирĕп ытамĕнчен кăларман. Вăл пиçсе кайнипе пĕрлех тĕтĕмпе те йывăр наркăмăшланнă, пушар хуралĕн ĕçченĕсем çитиччен сывлама пăрахнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика