Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей финалĕнчен – бронза медальпе

08 июля 2009 г.

Ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕн воспитанникĕ Ирина Львова ирĕклĕ майпа кĕрешессипе кăçал вуншар турнирта çĕнтерÿçĕсен йышĕпе район ят-сумне çĕклерĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ. Раççейри Çамрăксен çулталăкĕ йĕркипе шкул вĕренсе тухакансем хушшинче йĕркеленĕ конкурсăн «Чи лайăх спортсмен» номинаци çĕнтерÿçи. Ăмăртусенче çĕнтернĕшĕн, шкул ĕçне хастар хутшăннăшăн тăван Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулĕнче ирттернĕ юлашки шăнкăравăн савăнăçлă уявĕнче те темиçе Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Нумаях пулмасть вăл Пензăра иртнĕ шкул ачисен спартакиадин Раççей финалĕнчен таврăннă. Ирина унта Атăлçи федераци округĕн пĕрлештернĕ команди йышĕпе тупăшнă. Хăйĕн виçе категорийĕнче вăл виççĕмĕш вырăн йышăнса бронза медале тивĕçнĕ.

И.Львова темиçе çул ĕнтĕ Юрий Григорьевич Львов патĕнче кĕрешÿ ăсталăхне туптать. Паллă тренер хĕрачан спортри малашлăхĕ тата та çутăрах пуласса шанать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика