Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сан умра пуçа таятпăр

08 июля 2009 г.

Аттепе анне колхозсем тума пуçланă вăхăтра тĕл пулса паллашнă. Хальхи пек чаплă та тăкаклă туй тăвайман вĕсем. Туйне çавах та тунă. Анне каланине ас тăватăп-ха: «Çичĕ лаша урапипе килчĕç Мăн Хирлепрен туй çыннисем Мăн Элмене, чиркÿ шкулĕнче вĕренекен Энтри пичÿ хĕрне илсе кайма».

Энтри пичÿ (манăн кукаçи) хăйĕн хĕрĕ качча кайнине курман – «симĕс сĕлĕ» çулĕнче выçса вилнĕ. 1921–1922 çулсенче çавăн пек вилĕм нумай çынна леш тĕнчене илсе кайнă. Кукаçие ял çыннисем питĕ хисепленĕ. Энтри пичÿ хĕрне – хитрескерне, ĕçченскерне – урăх ял каччи илсе кайнă пулсан та, ялтисем, чăваш йăлипе тăвакан чăрмавсене тума хăяйман. Кĕçех çамрăк çемьере пĕрремĕш хĕр Ольга çуралнă.

Çăмăл пулман аттепе аннен пурнăç çулĕ. Колхоз ĕçĕсене алăпа кăна пурнăçланă вĕт. Утта çавапа çулнă, тыррисене çурлапа вырнă. Апла пулин те вĕсем çĕршыв, заводсем, фабрикăсем, çĕнĕ хуласем çĕклессине тÿпе хывнă. Патшалăха çавăн пек çирĕплентерсе пыма халăхăн нумай ĕçлесе пулăшмалла пулнă. Фашистсем тĕнче вăрçи пуçласа пирĕн Тăван çĕршыв çине тапăнсан аттене, паллах, ытти арçынсемпе фронта илсе кайнă. Аттен шăллĕсем те çав шутах лекнĕ. Анне аллинче çичĕ çулхи хĕрачи тата çур çулхи кăкăр ачи юлнă. Аслă акай хыççăнхи икĕ ачи чирлесе вилнĕ. Ольгăна пĕчĕкренех ачасем пăхма лекнĕ. Анне кунĕн-çĕрĕн колхоз ĕçĕнче. Ялти хĕрарăмсемпе Мускав енче оборона валли траншейăсем чавма та лекнĕ. Атте пĕрремĕш хут аманса килнĕ хыççăн эпĕ çуралнă, иккĕмĕш хут сурансемпе таврăнсан манăн шăллăм кун çути курнă.

Пире акай пăхса ÿстернĕ, килте те вăлах ĕçленĕ. Вунă-вун пĕр çулхи Ольгăн выляса çÿреме вăхăчĕ те юлман. Вăрçă пĕтнĕ хыççăн та акайăн пурнăç çулĕ çăмăлланмарĕ. Атте колхозра бригадир пулса ĕçленĕ. Унăн килти ĕçсене тума вăхăчĕ те пулман. Анне колхоз ферминче ĕнесем пăхнă. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн акай та фермăра ĕçлеме пуçларĕ.

Нимле ĕçрен те пăрăнса тăман манăн акай. 1951 çулта Мускава ĕçлеме тухса кайнă. Варшава шоссевĕ тăрăх ÿсекен йывăçсем – унăн аллипе лартнăскерсем. Ялта çывăхĕнчи санаторине çĕкленĕ çĕрте Мускавра ĕçлекен чăваш çамрăкĕсем хушшинче вăл та пулнă. Катари Оренбург облаçĕнчи Орск хулинчи металлурги заводне тунă çĕрте ĕçленĕ.

Нумай вăхăт Вăрнарти ДРСУ-ра вăй хунă. Шупашкаралла, Вăрнаралла, Канашалла, Çĕмĕрле еннелле, Элĕкелле каякан асфальт сарнă çулсене Ольга Титовнан вăйĕ сахал мар хывăннă. Питĕ нумай сывлăх çухатрĕç асфальт çул тăвакан хĕрарăмсем. Çулла резина атă ураран кайман. Хĕлле шăнса ларнă вакунсенчен вак чул пушатнă. Арçынсемпе тан йывăр ĕçсене пурнăçланă ял хĕрарăмĕсем.

Паянхи вăхăтра вĕсем пенси çинче ĕнтĕ. Ман акайăн Аçăмçырминчи вăтам шкулта та поварта тимлерĕ.

Ольга Титовна Никандрован ывăлĕ, амăшĕ мĕнле йывăр ĕçлесе пурăннине курнăскер, хăй те çăмăл çулсем шырамарĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах ĕçе кÿлĕнчĕ, хыççăн техникум, институт, академи пĕтерчĕ. Тĕрлĕ ĕçре тимлесе подполковник званине илме пултарчĕ. Паян юстици тытăмĕнче тăрăшать.

Икĕ мăнук халĕ манăн аслă акайăн. Иккĕшĕ те университет пĕтерсе дипломсем алла илчĕç. Ашшĕ вĕсемшĕн лайăх тĕслĕх пулчĕ. Манăн акай та питĕ савăнать – ывăлĕ те, мăнукĕсем те тĕрĕс çул çине тăнă.

Çитмĕл пилĕк çул тултарчĕ Ольга Титовна. Мăн Хирлепре çуралса ÿснĕ, Тăван çĕршывăн тĕп хулинче те, урăх хуласенче те ĕçлесе йĕр хăварнă.

Пуринчен ытла – тăван енре ырă ĕçсем туса ырă ятлă пулчĕ.

Юбиляра чыслама ывăлĕпе кинĕ, мăнукĕсем, тăванĕсем, ял-йыш, пускилсем пычĕç. Шел, акай çирĕм çул ытла ĕçленĕ организацирен, ял поселенийĕнчен пырса ăш сăмах калакан пулмарĕ. Акай, паллах, куççульне çынсене кăтартмарĕ. Тата нумай çул пурăнмалăх сывлăх сунатпăр сана, пирĕн юратнă, пирĕн хаклă акай. Пуç таятпăр санăн умăнта.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика