Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔПЛĔН ХАТĔРЛЕНСЕ

08 июля 2009 г.

2010 çулхи октябрьте Пĕтĕм Раççей халăхĕн перепиçĕ пулать. Ăна тĕплĕн хатĕрленсе йĕркеллĕ ирттерес тесе Мăн Явăшри хăй тытăмлăх органĕ патшалăх пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕçе халех тимлĕ пуçăннă.

– Çитес çулхи перепиç пĕтĕмлетĕвĕсемпе хамăра кăсăклантаракан нумай ыйту çине тĕрĕс хуравсем илĕпĕр. Унта тĕрлĕ ыйтусене кĕртнĕ: пурăнмалли çурт-йĕр, пурнăçпа йăла условийĕсем, мăшăрланни, укçа-тенкĕ çăлкуçĕ, ĕç-хĕл, ача çурални, вĕренни, халăхăн нациллĕ тытăмĕ тата ытти те. Акă мĕншĕн халăх перепиçне ирттерни çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унăн кăтартăвĕсем халăхăн социаллă-демографиллĕ улшăнăвĕсене тĕпчесе пĕтĕмлетме, çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн программисемпе прогнозĕсене тĕрĕс хатĕрлеме пулăшĕç, – терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Николай Иванов.

Перепиçе хатĕрленсе ирттерме комисси йĕркеленĕ. Вăл ялсенче перепиç енĕпе хатĕрленÿ ĕçĕсем мĕнле пынине вăхăтăн-вăхăтăн тĕрĕслесех тăрать. Адрес хуçалăхне лайăхлатассипе чылай ĕç пурнăçланă. Ялсен карттисемпе чиккисене тăвас, урамсемпе çуртсен номерĕсене çĕнетес енĕпе Çăкаллă Явăшри Г.Петров художник нумай тăрăшнă. Урамсен ячĕсене чăвашла тата вырăсла çырса çапнă, çуртсен номерĕсене лайăх курăнмалла вырнаçтарнă. Хăй тытăмлăх органĕнчи В.Михайлова специалист хуçалăхсенче камсем пурăннине тĕрĕс шута илнĕ, пушă ларакан çуртсен хуçисене тупса палăртнă, хуçалăх кĕнекисене йĕркене кĕртсе çитернĕ. Ĕçĕ чăннипех пысăк та яваплă. Н.Иванов пĕлтернĕ тăрăх, халĕ ял-йышра халăх перепиçĕ çинчен ăнлантару ĕçне тата вăйлатасшăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика