08 июля 2009 г.
Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви шкул çумĕнчи лагерьсем хушшинче воспитани ĕçне мĕнле йĕркеленипе ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ.
Эксперт ушкăнĕсем конкурса хутшăннă лагерьсене çитсе курнă, вĕсен ĕçне пилĕк критерипе хакланă. Çапла пирĕн районти Хапăсри вăтам шкул çумĕнчи кану лагерĕ 108 балл пухса виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Калининăри «Светлячок» ача сачĕ вара Чăваш Республикин Президенчĕн грантсен конкурсĕнче çĕнтернĕ. «Растишка» проектпа 50 пин тенкĕ выляса илнĕ.