04 июля 2009 г.
Паян çынсен пурнăçне, пурлăхне, кил-çуртне, выльăх-чĕрлĕхне страхлакан компанисем чылай. Анчах тĕпрен илсен вĕсем пурте уйрăм çынсен аллинче. Пирĕн республикăра халĕ патшалăхăн страхлакан компанийĕ пĕртен-пĕрре, ку вăл – «Поддержка» страхлакан компани.
16 çул ĕçлет ĕнтĕ вăл. Малтан акционерсен уçă обществин «Чувашия–Поддержка» страхлакан компанийĕ шутланнă. Хальхи учредителĕ – Чăваш Республикин Правительстви.
«Поддержка» страхлакан компани – регионти страховани рынокĕн лидерĕсен шутĕнче, унăн кашни районпа хуларах уйрăм представительствăсем пур. Пирĕн районти представительство Вăрнарти йăла çуртĕнче (КБО) вырнаçнă. Компани ĕçĕ-хĕлĕ пирки представительство ертÿçи Лариса Владимировна ПОЛИТОВА каласа кăтартать:
– Страхлакан компанисен пирвайхи тивĕçĕ – граждансен, хуçалăх субъекчĕсен пурлăх интересĕсене хÿтĕлесси. Тÿрех каламалла, коллектив хăйĕн тивĕçĕсене таса чунтан пурнăçлать. Пĕлтĕр, сăмахран, пуçтарнă премисем 2007 çулхи кăтартусене 44 процент ирттерчĕç, страховани тÿлевĕсем 2,2 хут ÿсрĕç. Компанин укçа-тенкĕ çирĕплĕхне ÿстерес тесе иртнĕ çул уставной капитал виçине 41,1 миллион тенкĕрен 158,8 миллион тенкĕне çитернĕ, вăл шутран Чăваш ен Правительствин пайĕ 34,36 процент шутланать.
Иртнĕ çулхи кăтартусемпе акă компанин генеральнăй директорĕ Зинаида Валерьевна Воробьева Атăл тăрăхĕн «Кĕмĕл зонт» наци премийĕн «Страхлакан организацин чи лайăх руководителĕ» номинацире çĕнтернĕ. Çак награда, паллах, – пĕтĕм регион, мĕнпур коллектив тата компани партнерĕсен тивĕçĕ.
Патшалăхăн «Поддержка» страхлакан компанийĕн малашлăхлă çул-йĕрĕсен йышĕнче, паллах, – ял хуçалăх культурисене тата нумай çул ÿсекен курăксене çутçанталăк пулăмĕсенчен страхласси. Çавăн пекех пирĕн компани страховани рынокĕнче уйрăм çынсене, çавăн пекех юридици сăпатĕнче тăракансене страхованин анлă тивĕçтерĕвĕсене сĕнме пултарнипе, ĕçлекенсен пысăк профессионализмĕпе, меллĕ тарифсемпе, страховани взносĕсен пайĕн тÿлевне тăсма май пулнипе, страховательсемпе çывăх пулнипе уйрăлса тăрать. Страховательсен шухăшĕсене шута илсе сахал тупăш илекенсем валли компани тĕрлĕ страховани продукцийĕсем сĕнет. Вăл шутра – «Ятарлă», «Страховани тивĕçтерĕвĕсен комплексĕ», «Ырă кÿршĕсем», «Юратнă çурт», «Манăн çемье», «Ачасене – хÿтлĕх», «Дача тапхăрĕ», «АВТО-АСС».
Тепĕр уйрăмлăх – ял хуçалăх потребительсен кредит кооперативĕсемпе çыхăнса ĕçлесси. Вĕсем пирĕн компани пулăшнипе йĕркеленеççĕ тата аталанаççĕ. Кредит кооперативĕсен членĕсем (залог параканпа поручительсене те кĕртнĕ) валли ятарлă хутшăну программисем хатĕрленĕ: уйрăм тата юридици сăпатĕнчи çынсем валли «Поддержка» программа тата «Шанчăклă хÿтлĕх», «Салукри пурлăха страхласси» çăмăллăхлă страховани продукцийĕсем.
Професси ăсталăхне ÿстерес тата карьера тăвас текенсемшĕн компани ĕçе вырнаçтарассипе те илĕртÿллĕ. Пĕлтĕр акă штатри ĕçченсен йышĕ 20, страховани агенчĕсен шучĕ 65 процент ÿсрĕ.
Малашлăхри задача – ял аталанăвĕн интересĕсене тĕпе хурса клиентсен базине анлăлатасси, тивĕçтерÿсен пахалăхне ÿстересси, ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, ял хуçалăх потребительсен кредит кооперативĕсемпе çыхăнăва çирĕплетесси.
Патшалăхăн «Поддержка» страхлакан компанийĕн Вăрнарти представительстви уйрăм çынсене те, юридици сăпатĕнче тăракансене те яланах хапăлласа йышăнать. Вăл Вăрнарти Советски урамри 39-мĕш çуртра (КБО) вырнаçнă. Тел. 8-927-852-29-71.