Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи ĕçченнисен ячĕпе

04 июля 2009 г.

Чулхула облаçĕнчи Дзержинскра пурăнакан юлташран Валерий Федорович Федоровран çыру илтĕм. Вăл Калининăри вăтам шкултан çур ĕмĕр каялла (1956 çулта) тухса саланнисене пуçтарнăччĕ. Эпир çавăн чух паллашнă. «Систерем-ха, – тет, – пирĕн шкул директорĕн çурма çавра уявлă кунĕсем пĕрле килеççĕ...»

Ман ĕмĕрте Нурăспа (Калининăпа) çыхăннă самантсем сахал мар. Витĕр кăна иртнĕ авăкра та чĕрем асилÿ серепинче сикет. Атте-аннем учитель ĕçне-хĕлне çакăнта пуçланă (пĕрне Улатăрти техникумран, тепĕрне Канашри училищĕрен янă). Кунти райкомра мана комсомол ретне йышăннă (Василий Викторович, пĕрремĕш секретарь, кайран паллă тележурналист, пире, раштав сиввинче Мăн Явăшран çуран çитнĕскерсене, малтан чей сĕтелĕ хушшине чĕннĕччĕ). Калинино районĕн хаçатĕнче манăн пирвайхи сăвăсем пичетленнĕ (редакцинчи литпĕрлешĕве Алексей Воробьев ертсе пыратчĕ). Вăрнар хаçатĕнче чухне эп унта Нурăс пасарĕн чĕлхине итлеме çÿренĕ, Мускав журналисчĕсене Исак Федорович Кошкин патне лартса кайнă. Нурăс пульницинче мана, 5-мĕш класс ачине, вилĕмрен çăлса хăварнă (хыпкаланса сыватаканĕ, кĕл чечекле куктĕрриллĕ пирĕшти-сестра хальчченех тĕлĕке килет). Тата: Калининăра эп тĕллĕн хисепленĕ çынсенчен пĕри – Татьяна Павловна Ефимова ĕçлет. Çакна Валерий Федорович та пĕлет. Эп ăна ăнлантăм. Вара вĕсен сăмахĕ çумне хамăн та кăшт хутшăнассăм килчĕ.

Малтан эп ăна 80-мĕш çулсенче, районти учительсен, депутатсен пухăвĕсенче асăрханă. Трибуна умне «дежурнăй сăмахпа» тухакансем ĕлĕк те пулнă. Ку вара курнăçланмастчĕ. Хăш-пĕр начальнике черченлĕхне кура мар туртса тиверме пултарнă. «Этеме мĕн пĕчĕкрен илемлĕх, йĕркелĕх, тÿрĕлĕх калăплать. Тымарта – вĕрентÿ, пĕлÿ, татах та пĕлÿ, тейĕпĕр, çимĕç вара воспитанипе тĕвĕленсе пиçет...». «Кредо» тенĕ япалана çамрăкла тупнисем телейлĕ.

80-мĕш çулсенче хаçатра «Пирĕн ялăн, савнă ялăн...» рубрика уçрăмăр. Тăван тавралăхра илемлĕрех, тирпейлĕрех пурăнасчĕ. Кил-çурт кĕрнеклĕхне тăн-тăнрах тытасчĕ. Çемье ятне-сумне сăваплăн хăпартасчĕ. Усал йăла-йĕркерен хăтăлса пырасчĕ... Корреспондент Нурăс енчи Çĕньяла кайса килчĕ те, хăй шалт тĕлĕннине пĕлтерет: «Ефимовсем, Лев Николаевичпа Татьяна Павловна, чăн-чăн çăтмахра – садпа чечек ăшĕнче ыр кураççĕ!». Очерка пĕр страницăна аран вырнаçтартăмăр. Вулакансенчен çырусем пыра пуçларĕç: «Нивушлĕ;!» «Ара, хăвăр çитсе пăхăр, хăнасене вĕсем ялан тарават». Хитре пурăнмашкăн ыттисене авăрлас-тăк, харпăр хăйĕн ялтăра тĕслĕхĕ кирлĕ-мĕн. Калининăри вăтам шкул илемлĕх тĕнчипе киленме хапăлне эсир республикăри телекăларăмсем тăрăх пĕлме кирлĕ. Классене-кабинетсене кĕрсе сăнăр-ха, учительсемпе, ачасемпе калаçăр-ха: капашсăр калăпăшлă ĕç-пуç еплерех курăнса тăрать!

Нурăспа Вăрнар тăрăхĕн чи вăрăм ĕмĕрлĕ шкулĕн историйĕнче, 164 çул тăршшĕнче, директорта хĕрарăм ларнине эп пĕлместĕп. Ĕнтĕ шăпах вун пилĕк çул унтанпа. Çуралнă кунĕнче вăл амăшĕ патĕнче хăналаннă. Услапа Нурăсри Вера Павловна Сорокина килне пысăк пуçлăхсем пырса кĕреççĕ. Питех çыпăçман калаçу тăсăлать. «Пире, каплах-тăк, шухăшлама парăр-ха», – тенĕ Татьяна Павловна, амăшĕпе упăшкине куçран чăр пăхса. Эрнипе пуçне ватса асапланнă: «Пач кĕтмен çĕклем мĕншĕн ман тĕле йăтăнса анчĕ-ши; Пуçлăхра ялан арçынсем – талантлă çынсем тăнă-çке. Нурăс шкулĕн ятне-сумне упрама хал çитерейĕп-ши; Влаç халăха пăрахса хăйшĕн ытла сĕмсĕрле выçăхнă вăхăтра кам маншăн хута кĕрейĕ;..»

Бюджетри учрежденисене арçынсем тытасшăн мар. Çуллен çĕр-çĕр шкул хупăнать, учительсен йышĕ пĕр миллиона яхăн катăлнă. Колхоз-совхоз юлашкине тустарнисем машинлă пулса юлчĕç-ха («Волга» модăраччĕ). Пурте урлă выртнине тăрăх çавăрса сĕтĕресшĕн. Ельцин хăй те «рельссем çине урлă тăсăлса ÿкнĕ», анчах хăнк та тумасть (таптас пуйăссем чарăнса ларнă!), учительсем выçă тытни çине çаврăнса та пăхмасть, уйăхĕ-уйăхĕпе, çулталăкĕпе ĕç укçи тыттармасть. Калининăри вăтам шкулăн çĕнĕ директорĕ кунти çурт-йĕре хутса ăшăтма, кăмрăк туянма, упăшки умĕнче йĕрсе-тархасласа, килти ĕнине суттарать. Ачасемпе кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ чух ĕшеннине туйман пулсан, хуçалăх ыйтăвĕсен тамăкĕнче урăхларах иккен: пĕрмай унта-кунта чупма, тилмĕрме, ÿкĕтлеме тивет – чун-чĕре ывăнни, кăмăл хуçăлни хăшкăлтарать.

Татьяна Павловна хăй савса-сыхласа хăварнă коллектива (Ельцин çулĕсене чăтса ирттерме хăшне-пĕрне мĕн чухлĕ тархасланă пуль!) интеллигентлăх шайĕнче тытасшăн. Вĕрентÿпе воспитани ĕçне учительсем пĕр шухăш-тĕллевпе, пĕр чăмăрта ăнтарасшăн. Халăхран ютшăнмаççĕ, харпăр хăй футлярĕнче пытанмаççĕ. Директор та, ыттисем те ачасен ашшĕ-амăшне, чуралла хăтланса, суйлавсене çÿлтен хушнă евĕр сĕтĕрмеççĕ (унашкаллине пайтах куркаланă та – çÿç-пуç вирелле тăрать!). Калинино шкулĕ – хисеплĕ ятсене чи нумайрах илекенсен шкулĕ. 2001, 2003 çулсенчи республика шайĕнчи парнесем, 2006 çулхи РФ Президенчĕн гранчĕ, тĕллĕн-уйрăмшарăн илнĕ грантсем – пурте вĕсем коллектив пултарулăхне пысăка хурса хакланин паллисем.

Татьяна Павловна Нурăс енĕн чаплă-мухтавлă çыннисене ачасене, халăха кăтартма пĕлет. 2005 çулта мана Г.Ф.Кудрявцев кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Геннадий Федорович Кивьял Нурăсра çуралса ÿснĕ. Калининăра вĕреннĕ. Совет çарĕн аслă училищине пĕтернĕ. Летчик. 25 çул, çав шутра 16-не «Байконур» космодромĕнче транспорт самолечĕпе вĕçнĕ. Мускавра пурăнать. РФ Писательсен союзĕн членĕ. Эп унăн «Высота», «Постамент» кĕнекисенчен вырăсла сăввисене чăвашла куçарса «Тăван Атăл» журналта, хамăрăн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра пичетлерĕм. Кунашкал тĕслĕхсен вĕçĕ çук.

Шкулăн хăйĕн гимнĕ, летопиçне йĕркеленĕ сумлă кĕнеки пур. Кĕнекишĕн директор темиçе çул ăшне хыптарса хĕмленчĕ. Пайтах тимлемелли пысăк расхутлă ĕçе хăюллăн кÿлĕнчĕç. Сборнике шкулăн паллă çынни Станислав Гурьевич Отрыванов питĕ сулмаклă хатĕрлерĕ. Пархатарлă паттăрла ĕç пулса тухрĕ.

Паллă: кадрсемпе министрăн ĕçлемелле. Эп ăна шкул директорĕнче шăпах Т.П.Ефимова йышшисем кирлĕ, тенĕ пулăттăм. Хăйĕн çулне вăл хăй ăнтăлнипе уçнă: вĕренсе пĕтеричченех вожатăй, унтан штатри аслă вожатăй, ача садĕнчи, унтан шкулти воспитатель, класс тулашĕнчи воспитани ĕçĕн организаторĕ, вырăс чĕлхипе литературин учителĕ. Çав вăхăтра наградăсене «хăйсем хушшинче валеçес йĕрке» пулман, характеристикăсене виçĕ-тăватă сыпăкра (комиссире) аласа тишкернĕ, çынна ăмсанмалăх ĕçĕшĕн хакланă. «Ăмсаннисем» те тупăннă теççĕ. Çирĕм саккăртах республикăн тава тивĕçлĕ учителĕ-çке-ха! Комсомол Тĕп комитечĕпе министерство грамотисем, Раççей Федерацийĕ шайĕнчи хисеплĕ ячĕ... Çуралсанах ăна ултă пиччĕшĕпе аппăшĕ ялти чи ĕçчен хĕрарăм ячĕпе хисеплеме йышăннă. Таня. Татьяна. Апла, грексем ăнлантарнă тăрăх, Турă картни, пиллени. Вăл ачаранах лидер. Вăй-халне татăклăн шанать, тĕллевне харсăрланса пурнăçлать. Çынпа чунне уçма хатĕр, кулăша килĕштерет. Чи ĕçченнисен йышĕнчен. Пĕтĕмпех пирĕн Таня пирки каланă тейĕн.

Симвăллă сăнарĕпе кăтартуллă çак шкула (районти тĕп шкулсенчен аслăраххине, тейĕпĕр) чăвашсен кĕреш юманĕпе танлаштарма пулать: тымарĕсем хăватлă, йĕкелĕсем патвар. 1950 çултанпа çĕр ытла йĕкелĕ кĕмĕл медалĕн ялкăшать. 1965 çултанпа 17 йĕкелĕ ылтăн медалĕн çиçсе çунать. Çирĕм ытла йĕкелĕпе пысăк ученăйсен ячĕсене палăртнă. Икçĕрĕшĕ тăрăх ятлă-сумлă врачсен ячĕсене пĕлетпĕр. «Тава тивĕçлĕ» ятлисем – учительсем, производство организаторĕсем мĕн чухлĕ! Кăçалхи экзаменсемпе ытти кăтартусем тăрăх каллех районта, республикăра мала тухнисенчен пĕри.

Ак ĕнтĕ, Валерий Федорович калашле, унăн икĕ хутлă юбилейĕ алăка килчĕ, коллегăсем, тăванĕсем, юлташĕсем çав кунсене пĕлеççĕ. Ăнăçу сире пурне те! Саламсенче суннисем тÿрре тухса пыччăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика