Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кооператорсене халăх шанать

04 июля 2009 г.

Ялсенче пурăнакансене таварпа тата пулăшупа тивĕçтерессипе потребительсен обществин ĕçченĕсем хастар. Кооператорсем суту-илÿре пысăк опыт пухнă, вĕсене халăх шанать тата ĕненет. Акă, Вăрнар райповĕн Çĕрпелти тата Кайри Тукайри лавккисенче тавар ассортименчĕ, коммерсантсеннипе танлаштарсан, самаях пуян, çавăнпа вĕсенче халăх яланах йышлă. Ырă кăмăллă та сăпайлă сутуçăсем тавар туянма килнисен ыйтăвне хăвăрт тивĕçтереççĕ.

Людмила Мучкова Кайри Тукайри лавккара çиччĕмĕш çул тимлет. Ял-йышра ырă ят çĕнсе илнĕ. Плансене уйăхсерен ирттерсе тултарать. Çывăх вăхăтра ялти лавккара тавара хăйне хăй тивĕçтерÿ (самообслуживани) йĕркипе сутма тытăнаççĕ.

Çĕрпелти куллен кирлĕ таварсен лавккинчен те çынсем татăлмаççĕ. Туслă коллектив малтисен ретĕнче, райпора чи лайăххисенчен пĕри. Кунта виççĕн – Елена Кузьмина, Людмила Арсентьева тата Венера Васильева – вăй хураççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика