04 июля 2009 г.
Пĕтĕм тĕнчери потребительсен кооперацине йĕркеленĕренпе 87 çул çитнине халалласа ĕнер Вăрнар райповĕнче савăнăçлă пуху иртрĕ. Суту-илÿ тата обществăлла апатлану тытăмĕнче тимлекенсене район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Александр Борисов, Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ Василий Львов, Вăрнар райпо Канашĕн председателĕ Владимир Федоров саламларĕç.
Чи маттуррисем, кăтартуллă ĕçлекенсем тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçрĕç. Кÿстÿмĕрти лавкка сутуçине Валентина Зиновьевана тата Галина Ильина кондитера – Вăрнар районĕн, Волонтерти магазин ертÿçине Альбина Платонована, Вăрнарти çăкăр завочĕн кондитерне Маргарита Зайцевана, пекарьне Ольга Владимирована, Виталий Афанасьев кладовщика, Уравăш лавккин сутуçине Людмила Федорована – Чăвашпотребсоюзăн, Хураçырмари, Кульцаври, Хурăнсур Çармăсри лавкка ертÿçисене Сусанна Яковлевана, Татьяна Курукована, Алевтина Никитинана, Василиса Маслячкина повара – Вăрнар райповĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç.
Кайри Тукайри лавкка ертÿçине Людмила Мучкована Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăмине кĕртнĕ.
Потребкоопераци тытăмĕнче 20 çул ырми-канми ĕçленĕшĕн Людмила Дмитриева буфетчица, 25 çул ĕçленĕшĕн Надежда Сорокина экономист, 30 çул ĕçленĕшĕн Вăрнар райпо Канашĕн председателĕ Владимир Федоров тата 11-мĕш лавкка ертÿçи Ольга Денисова кăкăр çине çакмалли паллăсене тивĕçрĕç.
Какай тĕтĕмлекен цех заведующине Валентина Гаврилована, Кÿстÿмĕрти лавкка заведующине Валентина Иванована, «Огонек» ресторан поварне Лидия Егорована вара«Раççей потребительсен кооперацийĕн тытăмĕнче таса чунтан ĕçленĕшĕн» паллăпа чысларĕç.