Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмарсем хăнасене кĕтеççĕ

23 июня 2009 г.

Республика кунĕ вăрмарсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмпа асра юлĕ – районăн хăйĕн гимнĕ, гербĕ тата ялавĕ пулĕç. Ăна район депутачĕсен Пухăвĕнче çирĕплетнĕ.

Вăрмарта хĕрсех уява хатĕрленеççĕ: урамсене тирпей-илем кĕртеççĕ, чечексем лартаççĕ. Ыран Энĕшпуç ялĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне тата пушар хуралĕн ДЕПОне уçма палăртнă.

Çавăн пекех Республика кунĕ тĕлне Вăрмарта историпе тавра пĕлÿ музейĕ уçăлмалла.

Кĕске вăхăтра Вăрмар сăнĕ тĕпрен улшăннă. Тĕп çулсене асфальт сарнă, пур çĕрте те тирпей-илем хуçаланать.

Тăван республикăмăрăн тĕп уявне – Республика çуралнă кунне – вăрнарсем те япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ. Промышленноç предприятийĕсем производство калăпăшне пĕлтĕрхинчен чакарман, çур çула ÿсĕмпе вĕçленĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче симĕс ĕççи кал-кал пырать.

Пĕлтĕр хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» организаци 64 хваттерлĕ тепĕр çĕнĕ çурт хута ячĕ, строительсем ялсене хытă çулпа çыхăнтарас программăна ăнăçлă вĕçлерĕç. Кăçал та строительствăн икĕ пысăк объекчĕ хута каймалла, вĕсем – 40 кваттерлĕ çĕнĕ çурт тата загс керменĕ.

Ыран Республика кунне палă тăватпăр. Ун йĕркипе тĕп хуламăрта – Шупашкарта, çавăн пекех Вăрмарта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Культура мероприятийĕсене Вăрнар район артисчĕсем те яланхиллех хутшăнĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика