Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти шанчăклăх, пахалăх паллисене мала хурать

23 июня 2009 г.

Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти шанчăклăх, пахалăх паллисене мала хурать

«Чăваштырăпродукчĕ» патшалăх унитарлă предприятийĕ пахалăхлă продукцийĕсемшĕн 2008 çул вĕçĕнче «XXI ĕмĕрти пахалăх палли» медальсене çĕнсе илнинче Вăрнарти тырă йышăнакан предприятин тÿпи те пысăк. Иртнĕ çула вăл мĕнпур палăртнă плансемпе задачăсене пурнăçланипе вĕçлерĕ. Ку, паллах, пĕр тапхăрта кăна чун тухмалла ĕçлени мар – кунта тимлекенсен кашнин çулталăк тăршшĕнчи системăлла ĕçĕ.

2009 çула тĕнчери укçа-тенкĕ кризисĕн пăлханăвĕпе кĕтĕмĕр пулин те, савăнтарать – Вăрнарти тырă йышăнакан предприятийĕн коллективĕ ума лартнă плана иртнĕ çулхинчен пачах чакарасшăн мар: производствăра та, тырă-пулă йышăнассипе те, упрассипе те. Йĕпреçри, Красноармейскинчи, Улатăрти, Элĕкри тата Канашри участоксене ку филиал çине çирĕплетнĕрен, кăçалхи ĕç калăпăшĕ тата та пысăкрах пуласси куçкĕрет. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнă май та, предприяти ял хуçалăх копперативĕсене, çĕр çыннисене хавхалантарса ĕçлессине яланхиллех мала хурать.

Ĕç вырăнĕсене чакарасси те малашлăхра çук. Кадрсем – тăрăшуллă та пысăк ăсталăхлă, вĕсенче çамрăклăхпа вăй вĕресе тăраççĕ.

Çак кунсенче кăна предприятире пулма тÿр килчĕ. Склад территорийĕсем хапхаранах тасалăхпа, тирпейлĕхпе илĕртет. Çĕнĕ тырра йышăнма тахçанах хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Коллектив çĕнĕ хăватпа хĕмленни уйрăмах аван палăрать: агрегатсем кулленхи юсавра çĕнелеççĕ, сушилкăсемпе кĕлетсене санитари тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ нормăна çитереççĕ, вĕсене пĕр кĕтес юлми çуса тасатнă, тăрăсене юсаса çĕнетнĕ. Слесарьсем подъемниксем, транспортерсем кăлтăксăр ĕçлеччĕр тесе тăрăшаççĕ.

Клиентсене явăçтарас ыйту вара пурпĕр тĕпре юлать-ха. Ку енĕпе «Чăваштырăпродукчĕн» филиалĕн, паллах, паха опыт пур – вăл хамăр районти, республикăри кооперативсемпе кăна мар, тĕрлĕ регионсенчи ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсемпе тачă çыхăну тытать, çĕнĕ поставщиксене илентерессипе чылай тăрăшать. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ тата çăкăр завочĕ – темиçе çул шанчăклă партнерсем.

Александр Богданов директор хуçалăхсемпе маларах калаçса татăлас тата килĕшÿсем тăвас ĕçе практикăна анлăн кĕртсе пынине палăртрĕ. Çавăнпа ял хуçалăх кооперативĕсен пуçлăхĕсен, уйрăм хуçалăх тытакансен пулас тыр-пула сутас е упрама хурас, е тасатас енĕпе ытлашши пуç ватмалли çук – Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти вĕсене яланах хапăлласа йышăнать. Уй-хир пуянлăхĕшĕн укçа-тенкĕпе çийĕнчех татăласси вăйра. Ку вара ял хуçалăх продукчĕсене туса илекенсене чи малтанах хумхантармалла. Пулас тулли пÿлмешĕн çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе пулăшни те хуçалăхсемшĕн меллĕ. Çĕнĕ тырă тапхăрне тивĕçтерме топливо çителĕклĕ хатĕрленĕ ĕнтĕ. Тыр-пула хăйĕн транспорчĕпе илсе тухма май пурри те çĕр ĕçченне çăмăллăх кÿрет.

Пĕр сăмахпа, асăннă предприяти клиентсемпе ĕçлессине «шанчăклăхÇукçа-тенкĕÇпулăшу» система çинче йĕркеленĕ. Тыр-пул управ условийĕсем аван. Технологи лабораторийĕнчи оборудованисем паянхи пурнăç шайне тивĕçтерет: клейковина, нÿрĕлĕх мĕн чухлине, тасалăха тĕп-тĕрĕс палăртать. Техника бази пуян, пĕтĕмпе вунвиçĕ пысăк склад. Йĕпреçри производство участокĕн склачĕсем те тырă йышăнма хатĕр. Пĕр сехетре 16 тонна таран типĕтме хатĕр икĕ сушилка, кĕрпе тăвакан пысăк цех пĕтĕм ĕçсене вăхăтра туса пыма май параççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ пуç пулса тăракан предприяти хăйĕн Вăрнарти филиалне яланах тĕслĕх шутне лартать.

Чăнах та, Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти юлашки çулсенче ура çине çирĕп тăчĕ. Паян вăл халăха хăйĕн продукцийĕпе те туллин тивĕçтерме пултарать: тĕрлĕ сортлă çăнăх-кĕрпе, тырă, выльăхсене самăртмалли апат хутăшĕсем сутать. Вăрнарта вырнаçнă «Колос» тата «Колос-2» лавккасем те тавар туянакансене хапăлласа йышăнаççĕ. «Халăха тивĕçтерекен хакÇпахалăх» – çак шайран чакмаççĕ кунта ĕçлекенсем.

Умра – ял хуçалăх çулталăкĕн яваплă тапхăрĕ. Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти коллективĕ ĕç пахалăхĕн паллине çухатмасăр кăçал та вăл ăнăçупа тулăх пулассине шанать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика