20 июня 2009 г.
1972 çулта çĕршыври вăтам шкулсенче пуçламăш çар ĕçне вĕрентмелле турĕç. Çак ĕçе пурнăçлама саппасри çар офицерĕсене хатĕрлеме тытăнчĕç. Вĕсене – пулас военруксене – Хусанти танк училищине илсе кайрĕç. Экзаменсем тыттарса военрукра ĕçлеме ирĕк паракан хут пачĕç. Вĕренÿ çулĕ умĕн республикăри военруксене Канашри пухăнмалли пункта пуçтарчĕç. Кунта республикăри çар комиссарĕ Иван Сергеевич Роскидной полковник çар ĕçне вĕрентессипе шкулсем умĕнче тăракан тĕллевсене питĕ тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.
Шкулсенчи военруксен малтанлăха çав тери нумай ĕç туса ирттермелле пулнă: çар кабинечĕсене йĕркелемелле, пăшал упрамалли пÿлĕмсене тупса тимĕрлемелле, тимĕр шкафсем, сейфсем тупмалла. Паллах, сахал мар укçа-тенкĕ тăкаклама тивнĕ. Шкулсем И.Роскидной полковник лартнă тĕллевсене тивĕçлипе пурнăçларĕç. Кашни шкула Калашников автомачĕсем, пĕчĕк калибрлă винтовкăсем пачĕç. Тăххăрмĕшпе вуннăмĕш классенче вĕренекен каччăсемпе хĕрсене çав çултан пуçламăш çар ĕçне вĕрентме тытăнтăмăр, çара кайма хатĕрлес ĕç пуçланчĕ.
Каччăсемпе хĕрсене стройпа утма хăнăхтарасси малти вырăнта пулнă. Стройпа илемлĕ утма вĕрентесси – хăйне май искусство. Калашников автоматне кашни вĕренекенех миçе хутчен сÿтсе пуçтарман пулĕ; Çамрăксем пĕчĕк калибрлă винтовкăран тĕл пеме вĕренетчĕç.
Çар уставĕсемпе паллаштарассине те пысăк тимлĕх уйăрнă, граждан хÿтĕлевĕн урокĕсенче ядерлă хĕçпăшалтан сыхланмалли майсене-мелсене вĕрентеттĕмĕр. Паянхи пек астăватăп: çар ĕçне вĕренессине каччăсемпе хĕрсем çав тери юрататчĕç. Вăтам шкул пĕтерекен каччăсемпе çулсеренех пилĕк кунлăх пĕтĕмлетÿ вĕренĕвĕсем ирттереттĕмĕр, Вăрнарти пионерлагере пĕтĕм шкулсенчен пуçтарăнаттăмăр. Çак ĕçсене тума пысăк тимлĕх уйăрнă, ятарлă штаб ĕçленĕ, çирĕп ыйтнă. Иртен пуçласа каçченех каччăсем уçă сывлăшра хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ. Калашников автоматне каччăсем 25–26 çеккунтра сÿтсе пуçтаратчĕç. Пĕтĕмлетÿ вĕренĕвĕсем строй кăтартăвĕсемпе вĕçленетчĕç. Пĕр çулхине вăл Кÿстÿмĕрти футбол уйĕнче иртнĕччĕ. Пĕтĕм шкулсенчен пуçтарăннă каччăсене саламлама парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Василий Романовпа роно пуçлăхĕ Валентина Филиппова килнĕччĕ, вĕренекенсен парадне йышăннăччĕ.
Шĕнер Ишек шкулне пĕтернĕ вуншар каччăна çулсерен Совет Çарне ăсататтăмăр. Вĕсем çирĕп сывлăхлă пулнă, çара тулли кăмăлпа кайнă, чылайăшĕ çар училищисене те пĕтернĕ. Акă, Володя Егоров полковника çитрĕ, полк командирĕ пулнă. Чечняри хирĕçтăрусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Хăюлăх орденне икĕ хутчен тивĕç пулчĕ.
Халĕ каччăсене Раççей çарне илес тапхăр пырать, чăваш ачисем яланах çар тивĕçне тулли кăмăлпа пурнăçланă. Эпир, ваттисем, аçăр-аннĕрсем, сирĕнпе мухтанар, сирĕншĕн намăс курар мар. Пĕтĕм кăмăлтан ырлăх, сывлăх сунатăп.