Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лавкка çаратнă

20 июня 2009 г.

Ниçта та ĕçлемен 21–23 çулхи виçĕ çамрăк пĕрле малтанах каварлашса хунă та июнĕн 8-мĕшĕнче каçхине «ĕçе» тухнă. Çакскерсем вăрттăн шухăшпа Вăрнар райповĕн Мăн Турханти лавкки умне çитсе тăнă. Вĕсем васкавлăн хăйсен киревсĕр шухăшне пурнăçа кĕртме тытăннă. Лавкка тăррине витнĕ шифер листине хăйпăтса чартака кĕнĕ, мачча хăмисене илсе лавкка пÿлĕмне аннă. «Пултаруллă» вăрăсем вăхăта сая ямасăр тустарма пуçăннă. Сĕтел ещĕкĕнче хăварнă 20 пин тенкĕне те хăвăрт шыраса тупнă. Кунпа кăна çырлахман, лавкка сентрисем çинче выртакан пурлăха та иле-иле тултарнă. Çапла çамрăксем укçасăр пуçне хĕрлĕ эрехпе шампански, кăлпасси, шоколад, панулми-груша, тĕрлĕ сигарет, джемперсем тата ыттине те йăкăртнă – райпона пĕтĕмĕшле 30 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Темле вăрттăн «ĕçленĕ» пулин те, ют пурлăха çаратакансем хăварнă преступлени паллисем тăрăх йĕрке хуралçисем вĕсене пурпĕрех çулса илнĕ, вăрланă пурлăха каялла тавăрнă.

Июнĕн 11-мĕшĕнче ирхине ирех хальлĕхе тупса палăртман çын Вăрнарти Ленин урамĕнчи пĕр çурт çывăхĕнчен «Минск» мотоцикла хăваласа тарнă. Хуçи транспорта пăхса-асăрхаса тăмасăрах хăварнă пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика