Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пыраççĕ юсав ĕçĕсем – йĕркене кĕреççĕ урамсем

17 июня 2009 г.

– Урам хушшинчи çула юсаман пулсан инкек калăпăшĕ тата та пысăкрах пулас хăрушлăх пурччĕ,– теççĕ Пăртас ял çыннисем нумаях пулмасть пушарта икĕ çурт кĕлленнине аса илсе.

Чăн та, районти чи пысăк ялта урамсенчи çулсем вырăнти Мичурин ячĕллĕ хуçалăх арканнă хыççăн вунă çул ытла юсав ĕçĕсем курман. Çумăрлă çанталăкра, çуркунне-кĕркунне вара пылчăк пĕç кăк таран çăрăлнă.

Кăçал çак ыйту, пĕтĕмĕшле мар пулин те, татăлать ĕнтĕ. План тăрăх, 2009 çулта Пăртасри сакăр, Çарăклă разъездĕнчи пĕр урама юсама палăртнă. Çак ĕçе район тата республика бюджечĕсенчен çурмалла 618 пин тенкĕ хывăнĕ. Çулсене якатса юсассипе халĕ кунта Вăрнарти ДРСУ техники тимлет. Ял поселенийĕн депутачĕсем ĕç пахалăхне тĕрĕслесе-асăрхаса тăраççĕ.

Районĕпе илсен, Чăваш Республикин Хула строительствин тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министерствипе Вăрнар район администрацийĕсем хушшинчи килĕшÿ тăрăх, 2009 çулта муниципаллă район тата поселенисен вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсен сечĕсене аталантарма 28 миллион та 83 пин тенкĕ кайĕ. Ытларах пайĕ – республика бюджетĕнчен: 18 миллион та 760 пин те 4000 тенкĕ, ытти – район хыснинчен.

Ял посленийĕсен тата искусствăлла сооруженисен чиккисенчи çулсене юсама тата тытса тăма пĕтĕмпе 13 миллион та 775 пин тенкĕ уйăрнă. Район территорийĕнчи автомобиль çулĕсене юсама – 9 милллион та 86 пин те 158 тенкĕ, муниципаллă район чиккисенчи автомобиль çулĕсене йĕркене кĕртме – 11 миллион та 872 пин те 900 тенкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика