17 июня 2009 г.
Сывлăхлă нацин кăна малашлăх пур. Çавăнпа та шур халатлă ĕçченсем çĕршыв умĕнче яваплăха туяççĕ. Гиппократ тупине асра тытаççĕ.
Хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене пысăк чыс та хисеп. Район тĕп больницин васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан уйрăмĕн фельдшерĕ Елена Никифоровна Романова пирки ырă сăмахсем анчах каламалла. Вăл 1990 çултанпа – Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнăранпа – район тĕп больницинче тимлет. Çак тапхăрта миçе çынна «иккĕмĕш пурнăç» парнелемен-ши;! «Вăхăтра пулăшу панăшăн чирлисем те, инкеке лекнисем те пĕтĕм чунтан тав тăваççĕ, – тет Елена Никифоровна. – Вĕсен ырă сăмахĕ маншăн ылтăн-кĕмĕлтен те хаклă». Ăста фельдшер профессие кăмăл туртнипе суйласа илсе юратнă ĕçре телей тупни яр уççăнах курăнать. Ахальтен мар ăна коллективра хисеплеççĕ.
Нумаях пулмасть Елена Романова Çĕмĕрлери ача-пăча пултарулăх çуртĕнче иртнĕ республикăри ăмăртăва хутшăннă. Вăл васкавлă медицина пулăшăвĕн ытти фельдшерĕсем пекех тĕрлĕ ыйтусене хуравланă, практика ĕçĕсене пурнăçланă, кăткăс задачăсене шутланă. Кунсăр пуçне пултарулăх номерĕсене кăтартас тĕлĕшпе те конкурссем пулнă. Елена Никифоровна ĕçтешĕсемпе пĕрле Гиппократ тупине асра тытакансем ĕçре кăна мар, юрă-ташăра та маттуррине çирĕплетнĕ. Вăрнарсем пултарулăх номерĕсене чăвашла кăтартнăран-ши залра ларакансем нумайччен тăвăллăн алă çупнă. Тăван чĕлхе чун-чĕрене ытларах витерет çав.
Жюри пĕтĕмлетĕвĕпе професси ăсталăхне çÿллĕ шайра кăтартнăшăн Елена Романова иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. «Намăс курас марччĕ терĕм те пьедесталăн картлашки çине тăма та тивĕçрĕм», – ăшшăн кулать фельдшер.
Елена Никифоровна Упнер ялĕнче пурăнать, мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ.