17 июня 2009 г.
Чăваш Республикипе илсен кăçалхи виçĕ уйăхра ВИЧ-инфекциллĕ 975 çынна тупса палăртнă: арçынсем – 592-ĕн, хĕрарăмсем – 383-ĕн. Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски, Канаш, Етĕрне, Çĕрпÿ, Вăрнар, Патăрьел районĕсенче, Шупашкар, Канаш хулисенче ВИЧ-инфекциллисен хисепĕ республикăри вăтам кăтартуран (100 пин çын пуçне 1,7) пысăкрах.
Çу уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне Вăрнар районĕнче ВИЧ-инфекци ернĕ 21 çын – 11 хĕрарăмпа 10 арçын – регистрацире тăрать. Чирлекеннисенчен ытларахăшĕ – 20–30 çулхисем.
Вăрнар районĕнче ВИЧ-инфекциллисене пĕрремĕш хут 2001 çулта регистрациленĕ. Наркотиксене юн тымарĕ витĕр янипе тÿрех 7 çын чирленĕ.
Кăçалхи пилĕк уйăхра анчах ВИЧ-инфекциллĕ 2 çынна (хĕрарăмĕ – 1985 çулта, арçынĕ – 1988 çулта çуралнă) тупса палăртнă. Пĕлтĕр – виçĕ тĕслĕх çырăннă.
ВИЧ-инфекциллĕ амăшĕсенчен 4 ача çуралнă. Хальхи вăхăтра пурне те учетран кăларнă, вĕсем хушшинче ВИЧ-инфекциллисем çук.
Тĕрлĕ сăлтавпа инфекциллĕ 4 çын вилнĕ, тепри – тĕрмере, иккĕшĕ – районта пурăнмаççĕ.
Хальхи вăхăтра диспансер учетĕнче 14 çын тăрать.
Инфекци ытларах (67,7 процент) ар çыхăнăвĕ урлă ерет.