17 июня 2009 г.
Суя туберкулез пирки вунтăххăрмĕш ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче асăнма пуçланă. Вăл сайра тĕл пулакан чир шутланнă. Суя туберкулез микробне пуринчен малтан Винъял француз 1882 çулта ача организмĕнче тупнă. Чирĕн паллисем туберкулезăнни пекех пулнă, анчах та иккĕшĕ йăлтах урăх чирсем. 1959 çулта Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Приморье крайĕнче халиччен кунта тĕл пулман чир анлă сарăлнă. Ăна «Инçет Хĕвелтухăçĕнчи скарлатина евĕрлĕ сивчир» тесе ят панă. Вăл çав тери нумай тĕрлĕ иртнĕ. Çав шутра куçсем çине витĕм кÿнĕ, ÿт саралнă, скарлатинăна аса илтернĕ тата ытти те.
Юлашки çулсенче тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, суя туберкулез çивĕччĕн иртекен ерекен чир. Вăхăтăн-вăхăтăн вăйланса килет, унтан тамалать. Вăл организм çине нумай енлĕ витĕм кÿрет, наркăмăшлантарать (сивчир пуçланать, скарлатина чухнехи евĕр шатра тухать), вар-хырăма, пĕвере, сыпăсене айăплать.
Суя туберкулеза пуçаракан микробсем пĕтĕм тĕнчипех сарăлнă. Унпа килти тата ирĕкри чĕрчунсем, уйрăмах кăшлакан чĕрчунсем, çав шутра шăшисем, каюрасем, йĕкехÿресем, мулкачсемпе кроликсем, кушаксемпе йытăсем, лашасем, сыснасем, кайăксенчен – кăвакарчăн, çерçи, чĕкеç, чакак, чăх, кăвакал, кăркка чирлеççĕ. Кăшлакан чĕрчунсем каяш, шăк урлă суя туберкулез микробĕсемпе апат-çимĕç продукчĕсене варалаççĕ. Чир суту-илÿ тата обществăлла апатлану предприятийĕсенче, ача-пăча учрежденийĕсенче, складсемпе пахча-çимĕç хранилищисенче, шыв урлă сарăлма пултарать. Чирлесе сывалнă чĕрчунсем хăйсен организмĕнче чир микробĕсене илсе çÿреççĕ. Çавна май выльăх апатне, апат-çимĕç продукчĕсемпе шыва вĕсем те варалаççĕ. Чир ытларах хĕлле тата çуркунне пуçланса каять. Çынна суя туберкулез ытларах шыв тата апат-çимĕç продукчĕсем урлă ерет.
Чир ытларах хуласенче тата хула евĕрлĕ поселоксенче анлă сарăлнă. Унпа чылай чухне 15–40 çулсенчи çынсем чирлеççĕ. Анчах ачасен тÿпи те 40 процентпа танлашать. Микробсем ăшăтса хатĕрлемен апат-çимĕç продукчĕсенче – салатра, винегретра, сĕт продукчĕсенче – нумай пулаççĕ. Чир çынна еплерех куçнине кура ăна вар-хырăм чирĕсен шутне кĕртеççĕ.