17 июня 2009 г.
Нумаях пулмасть пирĕн çăмăл атлетсем каллех çивĕч ăмăртура пиçĕхрĕç. Шупашкарти «Олимпийский» стадионра иртнĕ Атăлçи федераци округĕн тата Чăваш Республикин чемпионачĕсенчен вĕсем чылай медальпе таврăнчĕç.
Çак ăмăрту çăмăл атлетикăн мĕнпур тĕсĕнче чи пултаруллисене палăртса Раççей первенствипе чемпионатне путевка çĕнсе илме май панă. Унта регионсенчи 33 команда хутшăннă.
Вăрнар районĕн пĕрлештернĕ команди чупассипе яланхиллех лайăх результатсем кăтартнă. Чăваш Республикин чемпионатĕнчен – ылтăн призерсем тăваттăн тан. Аçăмçырми хĕрĕн Таня Ефимован икĕ километрлă дистанцие чăрмавсене çĕнсе чупса тухассипе – чи лайăх кăтарту. Хурăнсур Çармăс хĕрĕ Катя Горбунова пĕр километр çурăра чи хăвăртти пулнă. Çавăн пекех вăл ку дистанцире Атăлçи федераци округĕн чемпионĕ те пулса тăнă. Юниорсем хушшинче ял хуçалăх техникумĕн студенчĕ Сергей Политов та 1,5 километрта, Шĕнер Ишек хĕрĕ Мальвина Михайлова 800 метрта пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.
Кĕмĕл медальсем те тăваттă: Таня Макарован (1,5 км), Андрей Николаевăн (чăрмавсене çĕнессипе, 3 км), Мальвина Михайлован (800 м) тата Сергей Политовăн (5 км).
Ял хуçалăх техникумĕн тепĕр студенчĕ Мефодий Павлов, çамрăксем хушшинче Александр Борисов ăмăртуран бронза медальсемпе таврăннă.
Чăваш ен чемпионатĕнче йĕтре тĕртсе Алексей Трофимовпа Галина Павлова виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Г.Павлова çавăн пекех сăнă персе Атăл тăрăхĕнчи хуласен чемпионачĕн бронза призерĕ пулса тăнă.