17 июня 2009 г.
«Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă пулăшу парасси çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн библиотека сусăр çынсене, вăл шутра япăх куракансене те, информаци тĕнчипе туслаштарассине тĕп тĕллев вырăнне хурать. Вăрнарти поселенисем хушшинчи библиотека акă нумай çул ĕнтĕ куç курманнисен районти уйрăмĕпе тачă çыхăнса ĕçлет.
Пĕрлешÿ пуçлăхĕпе Галина Мясниковапа пĕрле библиотека ĕçченĕсем мероприятисен ятарлă планне туса хатĕрленĕ. Нумайăшне – «Сиплĕ курăксен тĕнчи», «Пахча-çимĕçсем – усăллă продуктсем» литература тишкерĕвĕсене, «Кĕрхи калаçу» литература каçне, М.Карягинан «Ылтăн панулми» кĕнеки тăрăх экспресс-калаçу тата ытти мероприятисем ирттернĕ те ĕнтĕ. Вĕсене общество членĕсем хастар хутшăннă кăна мар, хăйсен пурнăçĕнчи опычĕпе те паллаштарнă.
Кăçал куç курманнисем чăваш писателĕсен – Николай Симуновăн, Лаврентий Таллеровăн – кĕнекисемпе кăсăклансах паллашрĕç.
Сусăр çынсене пурнăç илемне туйма, литературăпа çывăхланма пулăшасси – библиотека ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ. Ку ĕçе эпир малашне те вăйлатса пырăпăр.