Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тăваттăмĕш влаçпа» тĕл пулчĕç

11 июня 2009 г.

Чăвашпотребсоюз – çĕршывра лидерсенчен пĕри. Пирĕн кооператорсем нацпроектсене, çав шутра агропромышленноç комплексне аталантармалли программăна та, пуçаруллăн хутшăнаççĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче вĕсем ял хуçалăх продукцийĕпе чĕр тавар хатĕрлес енĕпе пушшех çине тăрса ĕçлесшĕн. Çавна май, калăпăр, сĕт сутăн илесси икĕ хут ÿснĕ: пĕлтĕр халăхран 30 пин тонна туяннă, ку – уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕнче суса илнĕ сĕтĕн 37 проценчĕ.

Потребительсен кооперацийĕ яланах – ял çыннин шанчăклă ĕçтешĕ. Пĕлтĕр Чăваш енри коопераци организацийĕсен хатĕрлев çаврăнăшĕ 572 миллион тенкĕпе танлашнă.

Пĕр сăмахпа, потребкооперацин хăвачĕ пысăк. Çакна массăллă информаци хатĕрĕсен Çĕрпÿ райповне хăйсен черетлĕ, шучĕпе 11-мĕш семинар-канашлăвне пухăннă представителĕсем те курса ĕненчĕç. Ăна Чăвашпотребсоюз канашĕ, Культура министерстви тата ЧР Журналистсен союзĕ çуллен йĕркелеççĕ.

– Юлашки çулсенче пирĕн республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн йĕркеленĕ туслăх татах та çирĕпленчĕ, – терĕ канашлăва уçнă май Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, – эпир пĕрле пысăк ĕç тăватпăр.

Унăн шухăшĕпе культура министрĕн çумĕ Алексей Белов, Журналистсен союзĕн ертÿçи Валерий Комиссаров та килĕшрĕç. Вĕсен шучĕпе, потребкоопераци ĕç-хĕлне çутатас енĕпе çуллен ирттерекен пултарулăх конкурсĕсем те ĕçтешлĕхе çирĕплетеççĕ. Чăвашпотребсоюз ЧР Министрсен Кабинечĕпе, нумай ведомствăпа, «Единая Россия» политика партийĕн уйрăмĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшÿсем тунă. Çакă аталанма пулăшать. Кун пирки ЧР экономика министрĕ Иван Моторин, ЧР парламенчĕн вице-спикерĕ Владимир Мидуков, Çĕрпÿ район пуçлăхĕ Юрий Николаев калаçрĕç. Вĕсем потребкоопераци ялăн социаллă аталанăвне тĕрев панине палăртрĕç.

Çĕрпÿ райповĕ – республикăра чи пысăккисенчен пĕри. Семинара кунта ирттерни те ăнсăртран мар. Çĕрпÿ ен – потребкоопераци сăпки. Шăпах çакăнта 1897 çулта потребительсен Чăваш ен территорийĕнчи пирвайхи обществи йĕркеленнĕ.

Пухăннисем лавккасемпе, общество апатланăвĕн предприятийĕсемпе паллашрĕç. Аптекăра та, çăкăр комбинатĕнче те курмалли сахал мар пулчĕ. Комбинатра 175 йышши çăкăр-булка, кондитер изделийĕ кăлараççĕ.

Çĕрпÿсем вырăнти кооператорсен ĕçĕпе кăмăллă. Пĕлтĕр çулла райцентрта икĕ кафе уçăлнă.

Çĕрпÿ райпо канашĕн председателĕ Сергей Генералов каланă тăрăх, пĕлтĕр 71 суту-илÿ предприятийĕ халăхран 20 млн. тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцийĕ, ытти чĕр тавар туяннă. Семинар программипе килĕшÿллĕн журналистсем тата икĕ лавкка уçма хутшăнчĕç. Пĕри – апат-çимĕç лавкки, тепри промышленноç таварĕсене сутĕ. Вăрманкас Кĕçтĕмĕр ялĕнче уçăлнăскерсен çумĕнче хатĕрлев пункчĕ те ĕçлĕ.

Семинара хутшăннисем хĕрарăмсен Тихвин мăнастырне те çитсе курчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика