Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутçанталăка сиен кÿреççĕ

10 июня 2009 г.

Промышленноç тата йăла каяшĕсене вырнаçтармалли объектсемпе усă курнă чух çутçанталăка хÿтĕлессипе районта пĕтĕмпех йĕркеллĕ теме çук. Акă, Вăрнар район прокуратури Аçăмçырми, Малти Ишек, Мăн Турхан, Мăн Явăш, Пăртас, Вăрманкас, Кĕçĕн Кипек, Хирпуç, Çĕрпел ял поселенийĕсенче ирттернĕ тĕрĕслевсем те çакнах кăтартса пачĕç, ку енĕпе саккунсене сĕмсĕррĕн пăснă тĕслĕхсем тупăнчĕç.

Вырăна тухса ирттернĕ тĕрĕслевре палăртнă тăрăх, асăннă поселенисен территорийĕнче пĕринче те промышленноç тата йăла каяшĕсене ямалли контейнерсем çук.

Мăн Турхан ял поселенийĕнчи Элмен Сунар ялĕ айăккинче, çурçĕр-анăç енчи çырмара, йăлари хытă каяшсене тата çÿп-çап пăрахса санкцилемен свалка туса хунă. Çакнашкал свалках Çĕрпел ялĕн кăнтăр-анăç айăккинче те, аэродром пулнă вырăнта, пур.

«Халăхăн санитарипе эпидемиологи ăнăçлăхĕ çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, производство тата йăлари каяшсене пухма, усă курма, сиенсĕрлетме, тиесе тухма, упрама тата çĕр айне пытарма пăхнă. Анчах ку ĕç условийĕсем тата меслечĕсем çынсен сывлăхĕшĕн тата çутçанталăкшăн сиенсĕр пулмалла.

Çавăн пекех Аçăмçырми, Малти Ишек, Мăн Турхан, Мăн Явăш, Пăртас, Вăрманкас, Кĕçĕн Кипек, Хирпуç, Çĕрпел ял поселенийĕсенче урамсен ячĕсемпе çуртсен номерĕсене çырнă паллăсене вырнаçтарассине йĕркелемен. Çакă та саккунра ыйтнине хирĕçлет.

Вăрнар район прокуратури çÿлерех асăннă поселенисен пуçлăхĕсем ячĕпе представленисем тăратнă, тĕрĕслев вăхăтĕнче тупăннă çитменлĕхсене пĕр уйăхра пĕтерме хушнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика