10 июня 2009 г.
Киревсĕр ĕç тунă çын суд йышăнăвĕпе пурнăçри пĕр тапхăра йĕплĕ карта леш енче ирттернĕ. Кунти çăмăл мар пурнăçа туллинех тутанса курнă. Тепĕр преступленипе лексен айăплав тата çирĕпрех пулассине те питĕ лайăх ăнланать. Апла пулсан киревсĕрлĕхпе урăх çыхланмалла мар пек. Çук вĕт – вĕсене тĕрме каяллах туртать тейĕн, юсанасси çинчен шухăшлас вырăнне тухнă-тухман каллех саккуна пăсаççĕ. Суд тенкелĕ çине ларакансем хушшинче çакăн пеккисем – ытларах пайĕ.
Вăрнарти А.Кожанов, акă, 42-ре, ниçта та ĕçлемест, çăмăллăн пурăнма юратать. Паянхи куна вăл иккĕмĕш хут колонире хăйĕн айăплав срокне ирттерет. 2006 çулхи май уйăхĕн 24-мĕшĕнче Вăрнар район сучĕ ăна РФ Уголовлă кодексĕн 158-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе айăпласа икĕ çул та 6 уйăхлăха ирĕкрен хăтарнă. Пĕлтĕр, виçĕ уйăх та 25 кун маларах кăларнипе, тăван киле таврăннă.
Мĕн хĕтĕртнĕ-ши ăна – паллă мар, анчах тепĕр пилĕк уйăхранах тепĕр сĕмсĕр преступлени пурнăçланă вăл. Хăй мĕн хăтланнине ăнланман-ши, тен, унăн тĕрмене каялла ăсанас килнĕ; Темле пулсан та халĕ киревсĕр ĕçшĕн ирĕклĕхпе тÿлеме тивет.
А.Кожанов пĕлтĕрхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче 12 сехет тĕлĕнче «Кольцовка» агрофирма» обществăн сĕт-çу фермин общежитийĕнче пулнă. Çак арçын И.Карзакован «Сони Эриксон К810» кĕсье телефонне туртса илес тесе, хĕрарăма темиçе хутчен те питрен çапнă. Хăйĕнчен вăйсăртарах хĕрарăм çине алă çĕкленĕскер, телефона жилет кĕсйинчен пурпĕрех кăларса илнĕ. Çапла майпа ăна ирĕклĕнех вăрланă, И.Карзакована 4015 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Тĕрĕссипе, ку преступлени йывăррисен шутне кĕрет, ăна А.Кожанов тĕрмере ларса тухнă хыççăн пурнăçланă. Кунсăр пуçне вăл пурăнакан вырăнти йĕркелĕхе асăрхаса тăракан милицин участокри уполномоченнăйĕ те ăна япăх хак панă, хăйне тĕрĕс тытманни çинчен пĕлтернĕ.
Çакна пĕтĕмпех шута илсе Вăрнар район сучĕ А.Кожанова обществăран уйăрса юсанма яма йышăннă, виçĕ çуллăха çирĕп режимлă колоние ăсатнă. Анчах пĕр шухăш канăçсăрлантарать: иккĕмĕш хут суд тенкелĕ çине ларнă хыççăн тăн кĕрейĕ-ши ăна;