10 июня 2009 г.
Кашни хула, ял поселенийĕсенчех киревсĕр ĕçсене асăрхаттарассипе, ăнăçсăр çемьесене тата саккуна пăсакансене тÿрленме пулăшассипе, çула çитменнисене кукăр çул çине тăрассинчен çăлса хăварассипе тата ытти енĕпе профилактика Канашĕсем ĕçлеççĕ. Вăрманкас ял поселенийĕнче те ку ыйтусене тăтăшах профилактика Канашĕн ларăвĕсенче сÿтсе яваççĕ, йĕркене пăсакансемпе тата хăйсене тĕрĕс тытма шутламаннисемпе ăнлантаруллă калаçусем ирттереççĕ, япăх условисенче е хирĕçÿллĕ пурăнакан, ачисене ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани парассипе пачах та тăрăшман ашшĕ-амăшĕсене кăшт та пулин «ăс кĕртме» пĕтĕм чунтан вăй хураççĕ.
Июнĕн 2-мĕшĕнче Вăрманкас ял поселенийĕн профилактика Канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн кун йĕркине Вăрманкасри шкулта вĕренекенсене çулла канăва усăллă йĕркелеме пулăшассине, шалти ĕçсен районти пайĕ янă представленисене пăхса тухассине, хăш-пĕр граждансем хăйсем мĕнле тытнине тишкерессине кĕртнĕ. Лару ĕçне милицин участокри уполномоченнăйĕ В.Васильев, Вăрнар район администрацийĕн юрисчĕ Е.Бурментьева та хутшăннă.
Акă, районта ача сачĕсем те юсава хупăнчĕç, шкул ачисен те вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ. Вĕсем хăйсене ирĕклĕрех туяççĕ, пушă вăхăта канса-савăнса, выляса ирттерес килет. Шăп та çуллахи тапхăр ашшĕ-амăшĕсене, педагогсемпе воспитательсене тимлĕхе вăйлатма ыйтать. Мĕншĕн тесен ачасем инкеке лекес е хăйсем мĕнле те пулин пăтăрмахлă ĕçе хутшăнас хăрушлăх çивĕч тухса тăрать.
Вăрманкасри шкулта тимлекенсем, акă, çуллахи каникул вăхăтĕнче вĕренекенсене канма, усăллă ĕçпе тата мероприятисемпе интересленме майсем туса параççĕ. Çакăн çинчен ларура Вăрманкасри шкул директорĕ И.Лукина тухса калаçрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, шкулта июнь уйăхĕнче икĕ лагерь ĕçлет: сывлăха çирĕплетмеллине (18 кун) 35 ача çÿрет, канупа ĕç лагерьне – 15-ĕн. Вĕренекенсем, тĕпрен илсен, ял поселенийĕнче экологи лару-тăрăвне лайăхлатассипе, тавралăха илемлетессипе вăй хурĕç. Лагерьсем ятарлă программăпа ĕçлеççĕ, кунта спорт вăййисем, конкурссем, экскурсисем ирттереççĕ. Ачасемпе шкул çумĕнчи участокра практика ирттернĕ тата шыва кĕнĕ чух, çул çинче хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли çинчен, çулăмпа асăрхануллă пулмалли, саккуна пăсма юраманни пирки калаçнă. Сăмах май, ăнăçсăр çемьесенчи икĕ ача май уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа Çĕрпÿри «Звездный» лагерьте канать тата сывлăха тĕреклетет.
Ларура пухăннисем шалти ĕçсен пайĕнчен хăш-пĕр граждансем тĕлĕшпе янă представленисене те пăхса тухрĕç. Вĕсем йăлари преступленисемпе, çамрăксем пĕр-пĕрне хĕненипе çыхăннă. Киревсĕр ĕç пурнăçланисене хăйсене те чĕннĕ ларăва, саккунпа туслă пурăнманни япăхпа вĕçленнине ăнлантарнă, тÿрĕ çул çине тăма тăрăшма сĕннĕ. Милицин участокри уполномоченнăйĕ В.Васильев та ĕçкĕпе аташма юраманнине, ăна пула чылай преступлени пулса иртнине каланă.