Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплăх пысăк

10 июня 2009 г.

Мичурин ячĕллĕ колхоз салансан ял çыннисем пăшăрханнă. Ара анкартинче, уйра ака-суха ĕçĕсене мĕнле пурнăçламалла; Тăван хуçалăх ура çинче çирĕп тăнă чухне ватăсемшĕн те механизаторсен пулăшăвĕпе усă курасси чăрмав пулман. «Колхоз куç умĕнче арканни пире, ĕмĕр тăршшĕпе хура тар тăкнă çынсене, хытах кулянтарчĕ. Малалла ялăн мĕнле аталанмалла; Юрать, пăртассен хастарлăхĕ иксĕлмерĕ, – каласа парать Йăван мучи. – Владимир Алексеевич Антонов фермер пурне те ырă тĕслĕх кăтартать».

Ватă çын каланине патшалăх техника асăрхавĕн Вăрнар районĕнчи аслă инженер-инспекторĕ Иван Тимофеев та çирĕплетет. Владимир Алексеевич – чăн-чăн хресчен чунĕллĕ çын, çĕр-аннемĕр пуянлăхне упрассишĕн ырми-канми тăрăшать. Вăл Пăртас ял тăрăхĕнчи килти хушма хуçалăх тытакансене яланах пулăшса пырать. Акă Владимир Алексеевич яваплă пулнипе Владимир Александров, Николай Журавлев, Юрий Филимонов, Алексей Никитин, Валерий Димитриев, Семен Никитин, Михаил Чечеков, Николай Романов харпăрçăсем хăйсен ял хуçалăх машинисене техника тĕрĕслевĕ витĕр йĕркеллĕ кăларнă. Вĕсем ял çыннисем еннелле пулăшу аллине яланах тăсма хатĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика