10 июня 2009 г.
Юлашки вăхăтра пушар хăрушлăхĕ çав тери ÿсрĕ. Шел те, нумай чухне вĕсем çынсен айăпĕпе тухаççĕ, пурлăха тĕп тăваççĕ, чи хăрушши – этем пурнăçне вăхăтсăр татаççĕ. Çавна май, пушарсене асăрхаттарассине, обществăна тимлĕхе хăнăхтарассине пур тĕслĕ массăллă информаци хатĕрĕ те хăйсен пĕрремĕшле тивĕçĕ вырăнне хурать.
Районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕ те ку темăна çирĕп тытса пырать. Экономикăпа право пайĕн редакторĕ Ирина Яковлева хăйĕн публикацийĕсенче вулакансене вут-кăвар пысăк инкек кăларма пултарассине асăрхаттарсах тăрать, ку енĕпе районти лару-тăрăва витĕмлĕ çутатать, çын пурнăçне упрас пропаганда ĕçне пысăк тÿпе хывать, пушар хуралĕпе тачă çыхăнса ĕçлет.
Нумаях пулмасть вăл Раççей Федерацийĕн МЧС-ĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ Чăваш енри пичет тата электронлă массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче ирттерекен йăлана кĕнĕ «Çулăм тата çынсем» конкурса хутшăнчĕ, унта пуян ĕç тăратрĕ. Унăн асăрхаттару, хроника материалĕсем пысăк хака тивĕçрĕç, «Районсенчи пичет массăллă информаци хатĕрĕсем» номинацире Ирина Яковлева иккĕмĕш степеньлĕ Диплома тата парнене тивĕçрĕ.
Конкурс 2008 çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи апрелĕн 22-мĕшĕччен пынă. Çĕнтерÿçĕсене унта пилĕк номинаципе хакланă.