10 июня 2009 г.
Иртнĕ канмалли кунсенче районти çулсем çинче те лăпкă пулман, икĕ инкек çырăннă, вĕсенчен пĕри вилĕмпе вĕçленнĕ. Синкерлĕ ĕçсем çинчен шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн ГИБДД уйрăмĕн административлă саккунсене пурнăçлассипе тимлекен инспекторĕ А.Алексеев çапла пĕлтерчĕ:
«Каласа хăвармалла, икĕ инкекĕ те шăматкун, июнĕн 6-мĕшĕнче, пулса иртрĕç. Пĕрремĕшĕ – 15 сехет иртсен «Калинино–Канаш» автоçулăн 24-мĕш километрĕнче. Айăккинче ларакан машина çывăхĕнчен сасартăк çул çине 5 çулхи ача чупса тухнă, çавна май ăна ВАЗ–2112 автомашина таптанă. Кĕтмен çĕртен сиксе тухнă арçын ачана амантас мар тесе тăрăшнă водителĕн машини кюветалла анса кайнă. Апла пулин те суранланнă ачана тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ пама больницăна леçнĕ.
Çав кунах тепĕр инкеке лекнĕ çамрăкăн вара пурнăçĕ синкерлĕ вĕçленнĕ. Каçхине «Вăрнар – Кĕçĕн Кипек» автоçул çинче, Кĕçĕн Кипек çывăхĕнче, 21 çулти каччă тытса пынă ВАЗ–21101 машина кюветалла çаврăнса ÿкнĕ. Шел те, çамрăк çыннăн пурнăçĕ ытла та ир татăлнă, вăл, йывăр аманнăскер, инкек вырăнĕнчех куçне хупнă».