10 июня 2009 г.
Пĕчĕк шăпăрлансем, никам вĕрентмесен, ыррипе усаллине уйăрма, хăрушлăх çинчен шутлама пĕлмеççĕ. Пĕрмаях çĕннине «уçас», аслисене пăхса вĕсем пек тăвас килет те, ăçта кăна çитмеççĕ пулĕ. Вĕсем хыççăн асăрхаса кăна çитер. Анчах тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕсен те, хăйсен тĕпренчĕкĕсемпе тем япăххи сиксе тухасса шутламанскерсен, ĕненменскерсен, тимлĕх «туптанать».
Акă, районти тĕп больницăран пĕлтернĕ тăрăх, кану кунĕсенче, шел пулин те, Вăрнарта виçĕ çулхи хĕрачапа кĕтмен çĕртен хăрушă инкек пулса иртнĕ. Пĕчĕкскер, ашшĕ-амăшĕн асăрхавĕсĕр хăйĕнчен 1-2 çул аслăрах ачасемпе ирĕклĕн выляса çÿренĕ. Никам та пăхса тăманскерсем унта та, кунта та çитнĕ. Сарай тăррине мĕн тĕллевпе хăпарса кайнă хĕрача, анчах вăл унтан хытах ÿкнĕ, хăрушă суранланнă. Тухтăрсем унăн сывлăхĕ йывăрри пирки пăшăрханса пĕлтереççĕ.
Çапах та пулса иртнишĕн айăпĕ камра-ши; Виçĕ çулти ача, каларăмăр, хăрушлăх мĕнне ăçтан ăнлантăр. Сарай тăррине те выляса, ашкăнса хăпарса кайнă ĕнтĕ – чаракан çук-çке. Аслисен ăна хăй тĕллĕн, ун пекех пĕчĕк ачасемпе ирĕклĕн çÿреме хăвармалла пулман та... Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсене çуллахи вăхăтра килте те, çул çинче те, ытти чух та тимлĕхе уйрăмах вăйлатма ыйтатпăр. Тата ан манăр – шăрпăк та ача аллине ан лектĕр. Сирĕн ачасен сывлăхĕ, телейĕ нумай чухне – сирĕн алăра.