Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШĂНКĂРЧ ПИЧИ

10 июня 2009 г.

Кÿршĕре пурăнакан Павел Яковлевич Сканьков – ялта ăна Шăнкăрч тесе чĕнеççĕ – пирки çутçанталăкăн чăн-чăн тусĕ теессĕм килет. Çапла калама сăлтавĕ те пур. Çак ырă кăмăллă та сăпай çыннăн шурă кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă пÿрчĕ Салука вăрманĕ енчен Пăртаса пырса кĕнĕ çĕрте аякранах илемлĕн курăнса ларать. Юнашарах – чаплă сад. Вуншар улмуççи, чие, слива, груша çавăн пекех хурлăханпа хăмла çырли тĕмĕсем çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те чуна тыткăнлаççĕ. Çуркунне акă сада такам шап-шурă çивиттипе сарса хăварнă тейĕн, кĕр мăнтăрĕнче вара улми-çырли турат йăтайми пулса çитет. Улмуççисем хушшине ретĕн-ретĕн лартса тăхнă вĕллесенчи ĕçчен хуртсем çăвĕпех техĕмлĕ пыл пухаççĕ.

Чăннипех çăтмахри пек вырăн кунта. П.Сканьковăн килĕ-хуçалăхĕ ял хĕрринче, Пăртас юханшывĕ çумĕнче, вырнаçнă. Пĕр вунă-вуникĕ çул каялла çырмана ишĕлме чарас ĕмĕт-тĕллевпе Сканьковсем юханшыв хĕррипе икĕ пин ытла хыр калчи лартса хăварнăччĕ. Хĕлĕн-çăвĕн симĕс тумлă йывăçсем халĕ самаях ÿссе кайнă, тавралăха илем кÿрсе лараççĕ. Сканьков вăрманĕ, теççĕ ял çыннисем çак вырăна.

Шăнкăрч пичи чÿк уйăхĕнче 77 çул тултарать. Ăна никам та хăй çулне памасть – сăнĕпе чылай çамрăк курăнать. Ĕçĕпе те, уттипе те çамрăксенчен ÿксех юлмасть.

– Ман умĕн çуралнă темиçе ача тĕрлĕ чир-чĕре пула пĕчĕклех çĕре кĕнĕ, – пĕлтерет Павел Яковлевич. – Çавăнпах аттепе анне мана икĕ ят хунă – чир таврашĕ ан çулăхтăр тенĕ.

Вунçиччĕри йĕкĕт Вăрнарти МТСра тракториста вĕренме тытăннă. Çулталăкран алла тивĕçлĕ хут илнĕ те тăван колхоза таврăннă, вуншар-вуншар гектар çĕр сухаланă. 1957 çулта салтака кайма ят тухнă. П.Сканькова шăпа Украинăри Карпат тăрăхне илсе çитернĕ. Унпа пĕрле чаçе кÿршĕри ял каччисем – Упнерти Антон Макаровпа Мăньял Хапăсри Иван Одырев та лекнĕ.

– Саперсен взводĕнче пире минăсемпе снарядсене сиенсĕрлетме виçĕ уйăх вĕрентрĕç, – аса илет Павел Яковлевич çар хĕсметĕнчи тапхăра. – Вăрçăран юлнăскерсене сахал мар тупса ятарлă полигонра сирпĕтеттĕмĕр.

Виçĕ çултан таврăнсан, П.Сканьков тăван ялта нумай тытăнса тăман, комсомол путевкипе çерем çĕрсем уçма Алтай крайне тухса вĕçтернĕ. Ăна ун чухнехи хăватлă ДТ-54 трактора шанса панă. Çĕршер гектар сухаланă Пăртас каччи, ĕçре яланах ырă тĕслĕхре пулнă, ăна пĕрле вăй хуракансем те, пуçлăхсем те хисепленĕ. Апла пулин те çамрăкăн чунĕ çуралнă çĕршыва туртнă. Алтай тăрăхĕнче икĕ çул тимленĕ хыççăн Павел Яковлевич тăван яла таврăннă.

Çитнĕ-çитменех çамрăк механизатора ялти Калинин ячĕпе хисепленекен колхоза чĕннĕ, трактор шанса панă. Ĕçĕ кунта та мăй таранах пулнă: П.Сканьков утă-улăм пуçтарса тирпейленĕ, ака-сухара тар тăкнă, хĕлĕпе вăрман турттарнă...

1960 çулта Павел Яковлевич Пăртасри илемлĕ те яштака хĕрпе, Мария Егоровнăпа, çемье чăмăртанă. Умлăн-хыçлăн тăватă ача – Вера, Люба, Валера тата Саша – çуралнă.

Мăшăрланнă çулхине П.Сканьков хурт-хăмăр ĕçĕпе кăсăкланма тытăннă. Яра куна колхозра ĕçлесе ĕшеннине пăхмасăр пыл хурчĕсемпе аппаланма та вăхăт тупнă. Виçĕ-тăватă çултан вăтăра яхăн вĕллене çитернĕ. Çулсерен çĕршер килограмм сиплĕ пыл туса илнĕ, сутмалăх та çитнĕ. Ку кăна мар, Павел Яковлевич хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçе вуншар çынна хăнăхтарнă. Тивĕçлĕ канăва тăхнă тĕле хăйĕн килти утарĕнче çитмĕл ытла çемье пулнă. Халĕ çак сăваплă ĕçре ăна Саша ывăлĕпе Людмила кинĕ пулăшаççĕ.

Сăмах май çакна та каласа хăвармалла пуль. Ку колхоза салатса-аркатса яричченех пулнăччĕ. Хуçалăхăн утарĕнче... пĕр çемье кăна тăрса юлнăччĕ.

– Эпĕ ун чухне пенсие тухнăччĕ ĕнтĕ, колхоз председателĕ юхăннă утара ура çине тăратма пулăшма ыйтрĕ. Килĕшрĕм. Виçĕ çултан 43 çемьене çитрĕ, – хăпартланса пĕлтерет Шăнкăрч пичи.

Хăй вăхăтĕнче П.Сканьков, сунар обществин йышĕнче тăрса, ухута ĕçĕнче те палăрнăччĕ. Ăна Пăртасри Пурхиле мучи – хамăр районта кăна мар, республикăра та чапа тухнă сунарçă – ăсталăха нумай вĕрентнĕ. Шăнкăрч пичи ăна халĕ те ырăпа аса илет. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен вĕçĕнче пирĕн тăрăхри тилĕсем ерекен темĕнле чирпе аптăранă пулнă. Ухутниксене вĕсене тĕп тума явăçтарнă. Павел Яковлевич та çак ĕçре палăрнă.

Сунар тенĕрен, çакă халĕ те куç умĕнчех. Пĕр çулхине Шăнкăрч пичи капкăна çакланнă питĕ хитре тилле çавăтса килнĕччĕ. Эпир, вĕт-шакăрсем, чее чĕрчуна курма шăкăриех кĕпĕрленнĕччĕ. «Ятарласа сире, ачасене, кăтартма илсе килтĕм», – тенĕччĕ ун чухне сунарçă. Ухутана çÿренĕ тапхăрта П.Сканьков тăхăр пăши тытнă, хăнтăр, ондатра, мулкач, тилĕпе пакша шутне манса та кайнă.

– Пăши тытнă тенĕрен, браконьер пулнă тесе ан шутлăр тата мана, – тет сунарçă-ветеран. – Ун чухне çак чĕрчуна ятарлă лицензипе кăна тытма ирĕк панă, какайне вара хатĕрлев кантурĕ урлă Вăрнар ресторанне леçнĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоз ăнăçлă ĕçлесе районта кăна мар, республикăра та чапа тухнăччĕ. Ун чухне хуçалăха пултаруллă председатель Александр Иванович Грибов ертсе пынă. Ăна пĕрле ĕçлекенсем те, ял-йыш та хисепленĕ. Председатель кадрсене тĕрĕс суйласа илме пĕлнĕ.

– 1972 çулта мана вар-хырăм чирĕ хытах аптратма тытăнчĕ, тракторпа çÿреме питĕ кансĕрччĕ, – аса илет Павел Яковлевич. – Председатель мана уçă сывлăшра, ирĕкре ĕçлемелли должноç шанса пачĕ, малтан уй-хир бригадирне, каярахпа сыснапа сурăх фермисен заведующине лартрĕ.

Александр Иванович пултаруллă тракториста П.Сканькова яваплă ĕç шанса пĕртте йăнăшман. Çĕнĕ заведующи çăмăл алăллă пулни кĕçех яр-уççăн курăнма тытăннă. Фермăсенчи ырă пысăк улшăнусене пула коллективсем тата сулмаклăн утăмлама пуçланă. Павел Яковлевич, сăмахран, çăм ытларах паракан ăратлă сурăхсем ĕрчетме тытăнни хуçалăхшăн тупăшлă пулнине лайăх ăнланнă. 1975 çулта унăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă: колхоз Ростов облаçĕнчи ăрат енĕпе ĕçлекен «Орловский» заводран 430 сурăх туянса килнĕ. Ку ăрат Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин ылтăн медальне тивĕç пулнă.

Сурăх пăхакансем те, сысна ĕрчетекенсем те районта малтисен ретне тăнă. Патшалăха çăм тата аш-какай ытларах та ытларах хатĕрлесе пама тытăннă. Ахальтен мар сысна пăхакан Анна Гаврилова Совет Союзĕн чи пысăк наградине – Ленин орденне – тивĕçнĕ. Анна Антоновăпа Мария Сканькова сурăх пăхакансене Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденпа чысланă. Заведующине илес-тĕк, вăл нихăçан та чапшăн çунман. Уншăн фермăра вăй хуракансем ялан малта тăнă, вĕсен ĕçне çăмăллатас, вĕсене канма лайăх условисем туса парас тесе тăрăшнă.

– Кам мĕнле те, анчах эпĕ фермăсен, тăван колхоз çитĕнĕвĕсем-ÿсĕмĕсемшĕн чунтан хĕпĕртенĕ, тата лайăхрах ĕçлеме хавхаланнă, – каллех асаилÿ авăрне путать Павел Яковлевич.

Вăл Совет Союзĕ аркатнă çулсенчи ирсĕрлĕхпе путсĕрлĕх пирки тарăхăвне пытараймасть. «Пирĕн колхоза районта пĕрремĕш аркатса-салатса яма пулăшрĕç, – тет Шăнкăрч пичи. – Пилĕк çул хушшинче улттăн председатель пуканне йышăнса пăхрĕç. Пуçлăх пулма çуралман пулсан, влаçшăн антăхса намăс курма кирлехчĕ-ши; Йĕркеллĕ çын аллинче пулнă пулсан, пирĕн колхоз, тен, паян кун та кал-кал ĕçлетчĕ...

Паллах, тăван колхозшăн вуншар çул чунне парса ĕçленĕ Павел Яковлевича ăнланма пулать.

Ватлăх кунĕсенче Павел Яковлевичпа мăшăрĕ Мария Егоровна тăван килте кĕçĕн ывăлĕн Сашăн çемйипе шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнаççĕ, вĕсен Наташа, Лена тата Вика мăнукĕсене пăхма пулăшаççĕ. Мăнукĕсем тенĕрен, вĕсем саккăрăн. Сканьковсен аслă хĕрĕ Вера качча кайса ялтах тĕпленнĕ. Шел, Валера ывăлĕ вунă çул каялла вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Иккĕмĕш хĕрĕ Люба акушеркăна вĕренсе тухнă хыççăн Красноармейски районĕнче ĕçлесе пурăнать, çемьеллĕ.

– Пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе пурăнатпăр, эпир телейлĕ, – теççĕ Павел Яковлевичпа Мария Егоровна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика