10 июня 2009 г.
Сандивейран Руднике вĕçсе çитсен мана аптăравлă шухăш пусмăрларĕ: кунта хăш кĕтесре пурăнма пулать-ши; Хăтлă ăшă çуртсем çук-çке вăл вăхăтра. Рудник поселокĕнче аслă вăрçă çулĕсенче ĕçленисем, çав шутра пуç янисем, кĕске çу вăхăтĕнче хăпăл-хапăл тăрмашнă, бараксене пĕли-пĕлми купаланă, ĕнтĕ чылайăшĕ çĕрĕшнĕ, чалăшнă, анса ларнă. Манерлĕрех тăрса юлнисенче шахтерсен çемйисем кĕшĕлтетеççĕ. Пире те, геофизиксемпе геологсене, çавнашкал хăлтăр-халтăрсенче çĕр каçма ÿкĕтлеççĕ. Пирĕншĕн Воркутара та меллĕрех хваттер тупăнмарĕ. Çурçĕре юрăхлă çуртсем хăпартма тытăнманччĕ-ха. «Çĕнĕ шахтăсем тавайăр!» – тенĕ. Аслă çĕршыв анлăшĕнче çывăхрах йÿнĕ çĕр кăмрăкĕ кирлĕ пулнă. Чÿк уйăхĕ пыл хурчĕ çăвăр янă пăтранăва аса илтеретчĕ: пĕрисем васкавлăн килеççĕ те теприсем хыпаланса тухса каяççĕ. Тем тĕрлĕ çын тĕл пулать. Манпа пĕрле «телей шыранисем» йăпăртах йĕп пек çухалчĕç. Тутлине-савăккине тундрăра тупаймăн!
Пĕр чăвашпа паллашрăм. «Йĕпреç хулинчен», – текелет. Микулай Ильин. Истори учителĕ. Шкул директорĕ те пулнă. Костюмĕн пиншакĕнче ромбик курăнать. Вайгач утравне карттă тăрăх сăнаса килĕштернĕ-мĕн. Те «арçын чирĕ» тупрĕ – ман Микулай та тепĕр куннех куçран çĕтрĕ.
Воркутара мана хам лайăх пĕлнĕ икĕ çемьере кăна тăван пек йышăнма пултарнă. Каланăччĕ: Саша Гергольц нимĕçе çывăх пĕлнĕ эпĕ, анчах ун патне каймарăм. Ким Сан Чун тесен, геофизикăн арăмĕ вăтантарать. Кореецăн арăмĕ вырăс. Алма-Атаран. Паллă çын хĕрĕ. Эпĕ вĕсем патĕнче икĕ-виçĕ хут пулнă хушăра ман çума çилĕм евĕр çыпçăнчĕ. Люба-Любаша упăшки куçĕ умĕнчех ман чĕрçи çине сиксе ларать. Ыталаса диван çине сулăнтарать. Ким Чун чунне хытарать-ши, курмăша перет, тен, тата, йывăр чирне кура, арăмне шанчăклă мăшăр парнелес тенĕ-ши; Эп вара яланах аннен ятлавлă сăмахне асра тытнă. «Ĕмĕрне те ют арăма ан сăхлан, – тетчĕ вăл. – Хĕрупраçа хитришĕн, пуяннишĕн ан ăмсан, тем чул йăпăлтатсан та ан çыхлан, телей – пуянлăхра мар... Эс ху тупнипе юратса пурăн...» Анне сăмахĕсене хакласа, Уса шывĕн пăтранчăк авăрне чăммарăм... Аэродромри хăна çуртĕнче шанчăклăрах, тесе, çав енне хыпăнтартăм.
Хăна çурчĕн коридорĕнче яштака япшар çын каллĕ-маллĕ пĕчченех уткалать. Манран пĕр вунă çул аслăрах пек туйăнчĕ. Тăрăхларах сăн-питлĕ, сарлака çамкаллă, таса та капăр хура костюм тăхăннă. Ăшă çăмлă кипкине мăйĕ тавра хуçлатнă. Пĕр аллипе янахне шăлкаласа илет, тепĕрне кăкăрĕ çинче хуçлатнă. «Мĕнле ăсчах-ши ку; Ытла тарăн шухăша путнă. Сăмах хушса курасчĕ». Хама тĕллеттернĕ пÿлĕме шыранă хушăра сисмесĕрех çак сумлă çын хулпуççинчен сĕртĕнсе иртме тиврĕ.
– Юрĕ-çке, тем мар, – кăмăллăн кулса илчĕ хăна.
– Каçарăр, çапах та...
Ĕшенсе-ывăнса çитнĕскер, вырăн çине тĕртсе янăнах тăсăлса ÿкнĕччĕ, çур сехетрен алăка шаккарĕç. Умра хайхи «ăсчах» тăра парать.
– Каçарăр чăрмантарнăшăн. Паллашар: мана Владимир тесе чĕнмелле.
– Эпĕ те Владимир. Аташсем, эппин.
– Владимир Иванович.
– Володя. Владимир Дмитриевич.
– Шашкăлла е шахматла выляма чĕнесшĕнччĕ. Анчах, куратăп, ывăннă эсĕ, кан. Эп вара кунта виçĕ талăк аяк пĕрчисене çемĕçтерсе пурăнатăп. Ман патра кутсăр-пуçсăр çил-тăман, халь унта самолетсем вĕçтермеççĕ. Хăна çуртĕнчи геологсем те ĕнер çилтăманла асар-писер хăтланчĕç, çанталăк кăштах юсансан харăссăн тухса вĕçтерчĕç. Ăçтан эсĕ; Кам пулатăн;
– Чăваш эпĕ. Кунта – геофизиксен партийĕнчен.
– Чăваш апла. Ырă кăмăллă ĕçчен халăх. Нумай ыйтмаççĕ. Коллективпа килĕшÿллĕ. Пирĕн комбинатра нумайăн ĕçлеççĕ. Вĕсем пирки усал сăмах илтмен. Атя ыран хулана пĕрле кайса килĕпĕр.
Шахтерсен Воркутари Культура керменĕ патне çитсен Владимир Иванович мана сасартăк чарса тăратрĕ:
– Эсĕ те, эпĕ те кунтан чылай аякри çынсем, – терĕ, – эс рабочи тейĕпĕр, эпĕ Норильскри сăрт-ту металлурги комбинатне ертсе пыратăп. Кала-ха: çакăнти хуласемпе шахтăсене хупас тени тĕрĕс-и вăл; Ху мĕнле шутланине пытармасăр, уççăн кала.
– Епле-ха апла; Хуласене мĕнле хупăн; – хĕрÿлентĕм эпĕ. – Çыннисене, халăхне ăçта ярĕç;
– Совет Союзĕшĕн икçĕр пин çын нумаях та мар-и, тен; Вырнаçтарĕç... Çурçĕр пуянлăхне путлантарни хăратать! Воркута хыççăн Норильска пĕтерĕç. Сăнчăрла реакци малалла тапаçланĕ...
– Анчах-ха эпир ку тăрăхра миллиардшар тонна нефть, триллионшар кубла метр газ пуррине тупса палăртрăмăр. Çĕр кăмрăкĕ те пайтах. Геологсем ытти минералсем тупăннине пĕлтереççĕ. Тундра хамăрăн-çке, Тăван çĕршывăн! – вăрçăнса илтĕм, сумлă директора хăйне ятланăн.
– Хупасшăнни эпĕ мар-ха, – çилленмерĕ Владимир Иванович. Анчах эсĕ манашкалах питĕ тĕрĕс шухăшлатăн. Çурçĕрпе Çĕпĕр – Союз пуянлăхĕ, малашлăхĕ. Мускава çитсен, акă, правительство пуçлăхĕпе калаçăп, сан шухăшна та пĕлтерĕп.
Шахтерсен керменне пăхса савăнтăмăр, хулана хупсан унран мĕн тăрса юлĕ;
Эп каярахпа пĕлтĕм: Воркутана шахтисемпе пĕрле Алексей Николаевич Косыгин хушăвĕпе çăлса хăварнă. Хĕпĕртерĕм. Владимир Ивановича куçăн тав тăвас килсе кайрĕ. Шел, 90-мĕш çулсем тĕлне правительство пуçне çĕршыва аркатасшăннисем килсе тухрĕç. Е.Гайдарпа В.Черномырдин вăхăтĕнче Воркутана тепĕр хут пĕтерме кÿлĕннĕ, Юнь-Яга, Хальмер-Ю шахтисене хупнă, ыттисене хавшатса хăварнă.
Владимир Иванович мана шахтерсен керменĕпе юнашарти кафене илсе кĕни час-час аса килет. Сарă лĕпĕш пек вĕçсе пычĕ пирĕн пата сарă хĕр. Иксĕмĕр ума çăмах яшки, çу çинче ăшаланă какай пашалăвĕ (шницель), пылак шыв лартрĕ.
– Володя, ак сан пулас арăму, – терĕ хисеплĕ те аслă юлташăм. – Туй тăватпăр. Аэродрома, унтан Норильска каятпăр.
Хĕр вăтанчĕ. Хавхаланчĕ те-и, тен; Сĕтел хуçи ыйтнине, столицăн таса çутă шывне йăпăр-япăр пырса лартрĕ. «Бокал виççĕ кирлĕ», – асăрхаттарчĕ сĕтел хуçи.
– Ну, сывлăха пултăр! – чăнкăрр! янăраса юрларĕç бокалсем. Лĕпĕш-хĕр те сыпса пачĕ. «Тупкăчи» ăна кăвак укçа кăларса тыттарчĕ, эп хăналатăп, тесе, ман алла сирчĕ. Тав турăмăр, тухрăмăр. Универмага кĕтĕмĕр. Арăмĕ валли тесе туяннă япаласене йăтса çитерме пулăшрăм.
Аэродромра пире кĕтсех тăнă тейĕн.
– Долгих Владимир Иванович, вылетающий в город Норильск!.. – янăраса кайрĕ пĕлтерÿсен çатминчен.
Ил-14 самолета тепĕр виçĕ çын кĕчĕ. В.И.Долгих мана вырăсла ыталаса виçĕ хутчен чуп турĕ: «Эппин, Норильскра тĕл пуличчен! Тÿрех хам пата кĕр. Пулăшатăп. Е никель шăратакан комбината, е Талнахри никель руди кăларакан шахтăна вырнаçăн. Авлантарăпăр. Пур пĕрех сан хăйматлăху пулатăп!»
Экспедицин кадрсен пайĕнче киле кайса курма ирĕк пачĕç. Кайран, çул тепĕр хут çурçĕр енне çаврăнсан, Вагашор шахтине е Хальмер-ю шахтине вырнаçăп, çавăнтанах Норильска кайма пултарăп тенĕччĕ.
Воркутари чукун çул вокзалĕнче патруль çÿрет. Шинелĕсем таса. Пакунĕсем – эп çарта тăнă чухнехисем. Наряд пуçлăхĕ палланă çын пек курăнчĕ.
– Худяков!
Пăх-ха эс ăна! Офицера тухнă. Манпа пĕрлехи 19150 çар чаçĕнче сержантчĕ. Энгельсри ротăра юнашар койкăсем çинче выртса тăраттăмăр. Вĕреннĕ ĕнтĕ – аслă лейтенанта çитнĕ. Ытамлашрăмăр. Чăн-чăн юлташсем тундрăра та тĕл пулаççĕ, терĕмĕр.
Килте пĕррехинче хаçатсем пăхкаласа ларатăп. Пурте парти съезчĕ хыççăнхи Пленумпа паллаштараççĕ. КПСС Тĕп Комитечĕн секретарĕсен списокне пичетленĕ. Долгих Владимир Иванович. Чим-ха: çавах, палланă юлташах-çке! Фотопортречĕ пур. Çавах! Эп пăлханса калаçнине кура çатма икерчи пĕçерекен арăм чупса пычĕ.
– Ак, пирĕн хăйматлăх пуласшăн çын ăçта çитнĕ! Пĕрлешичченех иксĕмĕр Норильска, ун патне каясшăнччĕ...
В.И.Долгих... Эп унпа паллашнă çулхине вăл хĕрĕх пĕррере кăна пулнă. Çав вăхăтрах Социализмла Ĕç Геройĕ. Ку чаплă ята ăна тепре 1984 çулта панă. Партие вăл вăрçăн чи хăрушă çулĕнче – 1942-мĕшĕнче кĕнĕ. 1958 çултан пуçласа (34-ра) Норильскра сăрт-ту-металлурги комбиначĕн главнăй инженерĕ тата директорĕ. 1969-мĕшĕнчен КПСС Красноярск крайкомĕн пĕрремĕш секретарĕ. Çав вăхăтра, Владимир Ивановичăн хастарлăхĕпе, Саян-Шушăри, Красноярскри çĕр чăмăрĕ çинчи чи çÿллĕ те чи хăватлă гидроэлектростанцисем ÿссе ларнă, Абакан – Тайшет чукун çулне ĕçе кĕртнĕ, Канск тата Ачинск таврашĕнче хăмăр çĕр кăмрăкĕ кăларма шахтăсем уçнă, Красноярск крайĕнче пиншер çĕнĕ предприяти хута янă. Манпа сыв пуллашсан тепĕр çулхине В.И.Долгихе СССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă. 1972 çултан – КПСС Тĕп Комитечĕн секретарĕ. 1982 çултан – Политбюро членĕн кандидачĕ.
Вăл ятлă-сумлă пысăк çын пулнине эпĕ пирвайхи самантранах тĕшмĕртнĕ. Унăн çынпа хутшăнас ансатлăхĕ, сăпайлăхĕ, çынлăхĕ, çивчĕ шухăшлавĕ, çĕршывшăн виçсе виçейми чаплă ĕçсем тума пултарни мана çак таранчченех тĕлĕнтерсе тăрать. Ку йышшисем хăйсене мăнна-чапа хумаççĕ-мĕн. Вĕсем манашкал простой, рядовой çынсемпе те калаçма-канашлама пĕлнĕ. Воркутарине астусан, В.И.Долгихĕн пулăшаканĕ те, хуралçи те çукчĕ. Хальхи влаç тавралла икĕ хут çÿллĕрех те сарлакарах сыхлавçăсем тăнине, малтан-кайран милици эскорчĕсем ăсатнине куратпăр (халăхран хăпнă хуçасене çавнашкал хураллани кирлĕ те пуль çав). Лĕкĕр-лекĕр чиновник те пулин хăйне мăнкăмăллă тыткаласшăн.
Çĕршыва коррупци, кризис хупларĕ, терĕмĕр те, çак инкекрен çăлăнас тесен, В.И.Долгих евĕрлĕ маттурсем питĕ кирлĕ. Хальхи влаçрисене эпĕ нихăшне те хăйматлăх пулма чĕнмĕттĕм.