10 июня 2009 г.
Пĕр-пĕрне «хăвалакан» уявсем – Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ, Славян çырулăхĕн тата культурин кунĕ, А.С.Пушкин çуралнă кунĕ – Сăмахпа Кĕнеке хушшинчи çирĕп çыхăнăва мухтавлăн çĕклеççĕ. Çак паха триадăна вĕçлекенни вара шăпах аслă поэтăмăрăн çуралнă кунне районти пур библиотекăра та анлăн паллă туни пулчĕ.
А.Пушкинăн творчестви çав тери пуян, пурнăç вара нумай енлĕ те тĕлĕнмелле, çакă библиотека ĕçченĕсене мероприятисене çулсеренех çĕнĕ формăсемпе меслетсем кĕртме хистет. Поэт çуралнăранпа 210 çул çитнине паллă тунă май, кăçал акă библиотека «енчĕкне» çĕнĕ мероприятисем пуянлатрĕç, ку шутра – «Пушкинăн çунатлантаракан сăмахĕ» литература коллажĕ, «Пушкинăн тинĕс кукринче» викторина, «Юмахĕсем ытла та ытарайми-çке!» юмах каçĕсем, «Сирĕнпе каллех Пушкин...» портрет-каç т.ыт.те. Ача-пăча уйрăмĕн вулав залĕнче поэзие юратакансем валли «уçă микрофон» йĕркелерĕç.
Çак мероприятисене пурне те пĕр тĕллев пĕрлештерчĕ – вырăссен аслă поэчĕн пултарулăхне туллин уçса парасси, унпа кашни вулакана çывăхлатасси, унăн пуян шухăшне ĕмĕрсем хушши упрасси, паянхи ăрăва ăнлантарасси. Вăл пур ăрăва та çывăххине вара пурнăç хăех çирĕплетет.