Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канаççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ

10 июня 2009 г.

Канаççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул картишĕнче ача-пăча сасси хаваслăн янăрать. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем – сывлăха çирĕплетекен лагере çÿрекенсем – пĕр-пĕринпе тупăшса турник çинче туртăнаççĕ, шăчă тăрăх хăпараççĕ, сикеççĕ, чупаççĕ.

Çур уйăха яхăн ĕçлекен лагерь йĕркине хăнăхнă ĕнтĕ вĕсем, пÿле-пÿле хăйсене килĕшнĕ мероприятисем çинчен каласа параççĕ. Конкурссемпе вăйăсем вара кашни кунах иртеççĕ, вĕсем пурте кĕçĕннисен тавракурăмне анлăлатас, ăс-тăнне пуянлатас, сывлăхне çирĕплетес тĕллевлĕ.

Вожатăйсем вĕсен канăвне усăллă ирттерессине пысăк тимлĕх уйăрнă, программăна кунсеренех кăсăклă мероприятисем кĕртме тăршаççĕ. Ĕнер акă ачасем чукун çул вокзалĕ çывăхĕнчи площадьре чăн-чăн Туслăх, Тăнăçлăх уйне «уçрĕç», тĕрлĕ тĕслĕ пурăсемпе асфальт çине хĕвеллĕ, лăпкă, çак пахалăхлă енсем хуçаланакан тĕнчене сăнларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика