Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАТĔРЛЕНŸ ĔÇĔСЕМ МАЛАЛЛА ПЫРАÇÇĔ

06 июня 2009 г.

2010 çулхи октябрьте пулакан Пĕтĕм Раççейри халăх перпиçне хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă ĕçсем районта малалла пыраççĕ.

Перепиçчен юлнă тапхăрта сахал мар ĕç пурнăçламалла. Çапла, кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕччен Вăрнар поселокĕнче тата ялсенче урамсен ячĕсене тата çуртсен номер паллисене йĕркене кĕртмелле. Çавна май пĕтĕмĕшле тĕрĕслевсем ирттерсе адрес хуçалăхĕ мĕнле шайра пулнине тишкермелле, урамсен ячĕсемлĕ тата çуртсен номер паллисемлĕ кивелнĕ е тивĕçмен аншлагсене улăштармалла-вырнаçтармалла.

Паянхи куна çуртсен малтанхи списокĕсене хатĕрлес ĕçе вĕçленĕ. Районĕпе пĕтĕмпе 14589 çурт пуррине палăртнă. Кăçалхи июль–август уйăхĕсенче регистраторсем вырăнсенче пулса çуртсен списокне тĕрĕс палăртассипе тимлĕç. Çак ĕçсен тĕп тĕллевĕ – çуртсен, кашни çуртра пурăнакан çынсен шутне тĕрĕс палăртасси тата картографи материалĕ чăн территорири çуртсемпе тĕл килнине тĕрĕслесси пулса тăрать. Списока халăх йышне кăтартса çын пурăнмалли тата пурăнмалли мар кашни çурта кĕртеççĕ.

Кăçал районта 25 регистраци участокĕ йĕркелемелле. Пĕтĕм Раççейри перепиçе ирттерме вăхăтлăх ĕçченсене – перепиç участокĕсен заведующийĕсене, инструкторсене, шутлав тата стационар участокĕсен çыравçисене явăçтараççĕ. Района ялсен схемăлла планĕсемпе тивĕçтернĕ.

Перепиç кампанийĕн лозунгĕ паллă ĕнтĕ, вăл ансат та ăнланмалла – «Раççейшĕн кашни çын пĕлтерĕшлĕ».

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика