06 июня 2009 г.
Чăваш Республикин Президенчĕн 2009 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнчи 28-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн вĕрентÿ, педагогика тата воспитани енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Вăрнар район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пай пуçлăхне Николай Никитич ИВАНОВА «ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ВĔРЕНТĔВĔН ТАВА ТИВĔÇЛĔ ĔÇЧЕНĔ» хисеплĕ ят панă.
Районти пилĕк вĕрентекен вара ачасене пĕлÿ парас ĕçри пултарулăхшăн, пысăк кăтартусемшĕн Раççей Президенчĕн гранчĕсене тивĕçнĕ. Кăçалхи конкурса районти шкулсенчи 38 вĕрентекен, шкул çулĕчченхи вĕрентÿ учрежденийĕн пĕр воспитателĕ, хушма вĕрентÿ учрежденийĕн пĕр педагогĕ хутшăннă.
Кăçалхи çĕнтерÿçĕсен – 100 пин тенкĕлĕх премие тивĕçнисен – ячĕсем районпа республикăра иртекен олимпиада-тупăшусенче пĕрре мар янăранă: Санарпуçĕнчи вăтам шкулти нимĕç чĕлхи учителĕ Р.Г.Гордеева, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти кĕçĕн классен тата истори учителĕсем Н.В.Бурмистровапа И.Н.Малицкая, Калининăри вăтам шкулти географи учителĕ Г.М.Зайцева тата Мăн Явăшри вăтам шкулти информатика учителĕ А.М.Фомина. Вĕсем тĕрлĕ конкурссене хăйсем те хастар хутшăнаççĕ, вĕренекенĕсем те лайăх результатсем кăтартаççĕ.